РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх – Чернобыль АЭСĕн катастрофине пĕтерме хутшăнса радиаци витĕмне лекнĕ çынсенчен халĕ пирĕн республикăра пурăнакан 1200 ытла çын – пенси тата уйăхри укçа тÿлевĕ илеççĕ.
Саккунпа килĕшÿллĕн вĕсене тата ачасене, çавăн пекех сиенленнĕ зонăран эвакуациленĕ граждансене социаллă пулăшу памалли нормăсене палăртнă. Чернобыль АЭСĕнчи аварие пĕтерме хутшăннисен ватлăхри ĕç пенсине иртерех кайма, инвалидлăх пенсине тивĕçме, тăрантарса пурăнакана çухатнипе паракан пенсие çăмăллăхлă условипе тухма, уйрăм лару-тăрура харăсах икĕ пенси тата уйăхри укçан икĕ тÿлевне илме ирĕк пур.
Чăваш Республикинче чернобылецсен ватлăхри патшалăх пенсийĕн вăтам виçи – 11 пин, инвалидлăхпа параканни – 11,2 пин, уйăхри укçа тÿлевĕ 1,9 пин тенкĕпе танлашаççĕ.
Тăлăхсен тÿлевĕ – çĕнĕ виçепе
РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх – федерацин 2013 çулхи апрель уйăхĕн 5-мĕшĕнчи 51-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн сусăр ачасен тата пĕчĕкренпех пĕрремĕш ушкăн инваличĕ шутланакансен – асăннă ушкăна кĕрекенсем пирĕн хутлăхра 6,4 пин çын ытла – социаллă пенсийĕн виçине пысăклатнă. Апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчи индексаципе асăннă пенсие 8861,54 тенке çитернĕ. Май уйăхĕнчи пенсипе пĕрле вĕсене январь 1-мĕшĕнче палăртнă хушăма малтанхи уйăхсемшĕн те параççĕ.
Сусăр ачасен, пĕчĕкренпех пĕрремĕш ушкăн инваличĕ шутланакансен социаллă пенсийĕн тата сусăр ачасене пăхмашкăн паракан компенсаци тÿлевĕн виçине Раççей Президенчĕн тăлăхсене тата ашшĕ-амăшĕн пулăшăвĕсĕр юлнисене хÿтĕлес тĕллевпе патшалăх политикине çĕнетсе лайăхлатмалли мерăсем çинчен йышăннă 1688-мĕш Указĕпе палăртнă.