Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Операци пырать

08 мая 2013 г.

Чăваш Республикинчи техника тĕрĕслевĕн патшалăх инспекцийĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пирĕн районта та майăн 6-мĕшĕнчен «Уйрăм çын – 2013» профилактика операцийĕ пырать, вăл майăн 26-мĕшĕччен тăсăлать.

 

Халĕ ялсенче килте тĕрлĕ маркăллă тракторсем, хăй тĕллĕн çÿрекен ытти техника тытакансем йышлă. Мотоблоксем туянакансем те нумайланчĕç. Операци вăхăтĕнче шăпах вĕсем мĕнлерех шайра пулнине, юсавлăхне тĕрĕслетпĕр. Вĕсен техника документацийĕ пур-и тата; Техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларса ятарлă учета тăратнă-и;

Трактор рулĕ умне правасăр ларма юрамасть, çула тухсан та çак документ, тракторăн техника паспорчĕ çумрах пулмалла. Чи кирли – хăрушсăрлăх техникин тата çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнни. Пĕр сăмахпа, пур çĕрте те йĕрке кирлĕ. Техника хăйне пăхнине, юратнине те манмалла мар.

Шел пулин те, хăш-пĕр çынсен тракторист-машинист удостоверенийĕсен срокĕ тухнă, апла пулин те вĕсем ăна улăштарма васкамаççĕ.

Мотоблоксем йышланни пирки маларах асăнтăмăр-ха. Унпа та йĕркене пăхăнса усă курмалла. Вăл – асфальтлă çулпа çÿремелли мар. Ăна ачасене шанса пама та юрамасть.

И.ВАСИЛЬЕВ,

Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи патшалăх техника тĕрĕслевĕн инспекцийĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика