Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçпе тыл ветеранĕ

08 мая 2013 г.

Фашистла Германи эшкерĕсене пирĕн çарсем çапса аркатнăранпа, Мускавра Çĕнтерÿ салючĕ кĕрленĕ-ренпе 68 çул çитрĕ. Çĕнтерÿçĕ-салтаксен йышĕ çулран-çул чакса пырать. Халĕ пурăнакан фронтовиксенчен чи çамрăккисем те тăхăр вунналла çывхарса пыраççĕ. Вăрçă участникĕсен фронтри паттăрлăхĕ пирĕн историре ĕмĕрлĕхех ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлнă.

 

1941-1945 çулсенче Шăмăршă районĕнчен пурĕ 5103 çынна фронта кайма повестка панă. Салтака кайнă арçынсемпе йĕкĕтсем хушшинче хĕрсем те пулнă. Фронта ăсатнă район çыннисенчен 2331-шĕ каялла таврăнайман. Вĕсем хаяр çапăçусенче паттăррăн çапăçса пуç хунă е хыпарсăр çухалнă. Хăш-пĕрисем тăшман тыткăнĕнче асапланса вилнĕ.

2772 фронтовик тăван яла каялла таврăннă. Вĕсен ытларах пайĕ аманнă е инвалида тухнă.

Вăрçă вучĕ алхаснă вырăнсенче, Мускавпа Смоленск, Сталинградпа Курск хулисенчен пуçласа тăшманăн тĕп йăви – Берлин таранах – çапăçу хирĕсенче паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă салтаксемпе сержантсен, офицерсен ячĕсене, хушамачĕсене çырса хунă палăксем туса лартнă. Паллах, вĕсенче пирĕн ентешсен ят-шывне çырса хунă палăксем те сахал мар.

Канăçа пĕлмесĕр, кунĕн-çĕрĕн ĕçлесе тылра Аслă Çĕнте- рĕве çывхартнă çынсен ячĕсем те пирĕн истори страницисенче яланлăхах çырăнса юлĕç. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи çарĕсем пирĕн çĕр-шыва тапăнса кĕрсен, арçынсене кунран-кун ытларах та ытларах фронта ăсатма пуçласан колхоз ĕçĕсен йывăрлăхĕ хĕрарăмсен, ачасен тата ватă çынсен имшер хулпуççийĕсем çине тиеннĕ. Вĕсен вăйĕ- пе вăрçă пуçламăшĕнчи шартлама сивĕ хĕл кунĕсенче Улатăр çывăхĕнчи Сăр юхан-шывĕн çыранĕн хĕррипе шăннă çĕре кĕреçе-лумпа чавса талккăшĕпех оборона линийĕ тунă. Тыл ĕçченĕсем çурлапа, жнейкăпа тырă вырса, ăна çапса-тĕшĕлесе, тасатса лавпа чукун çул станцине леçнĕ. Станцирен вара тырра вакунсемпе тÿрех фронтри салтаксемпе офицерсем валли ăсатнă. Ялсенче чăлха-нуски, алсиш çыхасси, вĕсене посылкăпа фронта ярса парасси, вăрçăри обозсене ут хатĕрĕсемпе тивĕçтересси те яланхи ĕç пулнă.

Тыл ĕçченĕсем Аслă Çĕнтерĕве пысăк тÿпе хывнине шута илсе, вĕсенчен чылайăшне Совет Правительстви «1941-1945 çулсенчи Аслă Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медаль парса чысланă. Çак пысăк наградăна тивĕçнисем хушшинче ачасем те пур.

Хальхи вăхăтра районта Аслă Аттелĕх вăрçин 31 участникĕпе инваличĕ пурăнать. Тыл ĕçченĕсем – 553-ĕн.

Çÿлерех асăннă медальпе наградăланă тыл ачисенчен пĕрин çинчен çырса кăтартасшăн эпĕ район хаçатĕнче. Вăл – Анат Чаткасра çуралса ÿснĕ, вăрçă хыççăн районта яваплă должноçсенче чылай çул ăнăçлă ĕçленĕ Вячеслав Кириллович Захаров.

Е.СЕТРИВАНОВ.

(Малалли пулать).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика