12 декабря 2012 г.
ÇĔНĔ ÇУЛ çывхарать. Çынсем парнесем туянма та пуçларĕç ĕнтĕ. Юратнă çыннисене, тăванĕсене, тус-юлташне асăнмалăх япала илсе парса савăнтарасшăн. Паллах, çакă питĕ лайăх. Пĕр-пĕрне манманни, хисеплени вырăнлă.
Хăшĕсем вара Çĕнĕ çулта мĕн парнелемеллине пĕлмеççĕ, парне суйласа хăшкăлаççĕ. Эпир вара, ырă вулаканăмăрсем, сире пулăшас терĕмĕр. Хаклă çыннăрсене çитес çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăмашкăн "Шăмăршă хыпарĕ" хаçата çырăнса пама сĕнетпĕр. Хаклă та мар. Пурĕ 181 тенкĕ те 80 пус (çыхăну уйрăмĕсенче) кăна тÿлеме тивет. Юлташăр е тăванăр алла хаçат тытмассерен сире аса илĕ, тав тăвĕ.
Апла пулсан пĕр тăхтаса тăмасăр çыхăну уйрăмне е почтальонпа тĕл пулма васкăр. Ыран та ĕлкĕретĕп-ха тесе "Шăмăршă хыпарĕсĕр" тăрса ан юлăр. Шутлă кунсем ытла та хăвăрт иртеççĕ-çке.
Çавăн пекех район хаçатне «Чăваш пичечĕ» киоскра та (134 тенкĕ), хаçат редакцийĕнче те (110 тенкĕ) çырăнма пулать.