12 декабря 2012 г.
РАЙОНТИ культура аталанăвĕн центрĕнче районти культура ĕçченĕсен черетлĕ канашлăвĕ иртрĕ.
Малтанах Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенчи мероприятисем пирки пычĕ калаçу. Çак уявсенче, паллах, электрогирляндăсемпе, тĕслĕ лампочкăсемпе илемлетнĕ чăрăшсем паллă вырăн йышăнаççĕ. Электроэнерги вара, хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмасан, пысăк савăнăçа пĕтерме те пултарать. Шăпах çак ыйтупа тухса калаçрĕ те ĕнтĕ пушар надзорĕн районти уйрăмĕн начальникĕ, шалти служба майорĕ Александр Кляжев. «Уяв кунĕсенчи пушарсен сăлтавĕсене тишкерсен, пур инкек те çынсен айăпĕпе, вĕсем пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăснипе, электромонтаж ĕçĕсене тума специалистсене чĕнменнипе çыхăннă, – терĕ вăл. – Халĕ промышленноç тăруках хыпса каякан, вут çулăма йĕри-тавраша хитрен сирпĕтекен хатĕрсем нумай туса кăларать. Анчах вĕсемпе урамра кăна усă курма юранине кашнийĕнех асра тытмалла».
Канашлура малалла райадминистрацин культура тата архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ Алина Ларшникова тухса калаçрĕ, "Чи лайăх культура учрежденийĕ – 2012" район конкурсĕ мĕнлерех пыни пирки каласа пачĕ, ĕçри хăш-пĕр çитменлĕхсене асăнса хăварчĕ.
Çак канашлура ытти ыйтусене те сÿтсе яврĕç.