12 декабря 2012 г.
– Юлашки вăхăтра, ача вар-хырăм ыратнипе ытларах аптрама пуçларĕ. Сăлтавĕ мĕнре-ши; – пăшăрханса калаçрĕ вăтам çулсенчи хĕрарăм педиатр патĕнче. Олег Иванович Львов тухтăр чир сăлтавне тавçăрнăран ача амăшне хăйне ыйту пачĕ, тĕпренчĕкĕ мĕн çинипе кăсăкланчĕ.
– Кун каçа апат çиессишĕнех çунмасть, типĕ апат кăмăллать. Чипсы, кириешки, пылак шыв татăлмасть чăнахах та сĕтел çинчен, – хуравларĕ хĕрарăм.
Нумай çул районти тĕп больницăра тăрăшакан О.Львов палăртнă тăрăх, çитĕнекен ăрăвăн сывлăхĕ хавшаса пырать çулран-çул.
– Шкул сукмакне такăрлатма пуçланă ачасем хушшинче хырăмлăхра апат ирĕлес ĕç тата нерв тытăмĕ хавшанипе, япаласен ылмашăвĕ пăсăлнипе ытларах аптраççĕ. Кунта, паллах ашшĕ-амăшĕн айăпĕ те пур, – пĕлтерчĕ педиатр.
Тĕпренчĕкĕн сывлăхĕшĕн чăннипех те тăрăшакан ашшĕ-амăшĕн шкула каякан ачана ирсерен пăтă çитермелле. Уйрăмах хура тул кĕрпинчен хатĕрленĕ апат тĕрлĕ витаминсемпе пуян.
– Паянхи куна çамрăк ăру палăртнă виçерен 2 хут ытларах сахăр çиет. Ытлашши шăккалат, газлă шыв, чипс та сывлăхшăн сиенлĕ. Ачана йĕркеллĕ аталанма пулăпа какай çителĕклĕ çитермелле – калаçăва тăснă май пĕлтерчĕ Олег Иванович. Çавăн пекех чĕрĕ улма-çырла, пахча çимĕçсемпе хатĕрленĕ бутербродсем, сыр, йогурт, тĕрлĕ йышши мăйăрсем те çитĕнекен организмшăн сиенлĕ пулмĕç.
Медицина ĕçченĕсене вĕренекенсен юлашки çулсенче уйрăмах куç çивĕчлĕхĕ чакни калаçтарать, канăç памасть. Çакă шкул программи çĕнелсе, йывăрланса пынипе тата ачасем ытларах компьютер умĕнче ларнипе çыхăннă.
– Килте ачасен урок тумалли вырăнта çутă çителĕклĕ пулмалла. Компьютер умĕнче сехечĕ сехечĕпе ларни куç вăйне те чакарать, пуç çине те япăх витĕм кÿрет, – чун ыратăвне палăртать тухтăр.
Чылай чухне сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтса килнĕ сăлтавсенчен пĕри вăл çурăм шăмми авăнни, ача курпунланса çÿреме пуçлани. Ку чирĕн сăлтавĕ те паллă – çитĕнекен ăру паян сахал хускану тăвать. Вăхăтăн ытларах пайне каллех компьютер пĕтерет. О.Львов пĕлтернĕ тăрăх çурăм шăмми авăннине садике çÿрекен шăпăрлансенне те тупса палăртнă.
– Çавăнпа та аслисен ачасене мĕн пĕчĕкренех ирсерен тĕрлĕ хусканусем тума хăнăхтармалла, спортпа туслаштармалла, çурăм шăммине çирĕплетекен упражненисем тумалла. Уçă сывлăшра ытларах çÿрени никамшăн та сиенлĕ мар. Тепĕр саманта та асра тытмалла – çурăм шăмми авăнни чĕрепе ÿпке, ытти органсем çине япăх витĕм кÿрет. Организмра çителĕклĕ кислород пулманни гемоглобин виçине чакарать, сывлăх çине пысăк витĕм кÿрет. – ăнлантарчĕ врач-педиатр.
Ура лаппи тÿрĕ пулнипе аптракансен шучĕ ÿсни те шкул ачисен хушшинче сахал мар. Çакă нумай чухне тĕпренчĕкĕсене аслисем тĕрĕс мар атă-пушмак илсе панипе çыхăннă.
– Сăмах май каласан, çамрăк организм епле аталанасси ашшĕ-амăшĕ ун çине мĕнле тимлĕх уйăрнинчен чылай килет. Шкул сукмакне такăрлатакан ачан кĕлеткишĕн ранец-сумка чи лайăххи. Кĕпе е юбка хĕрачасен чи меллĕ çи-пуçĕ. Паянхи хĕрсем кăмăллакан джинс шăлаварсем сиенлĕ, – калаçăва вĕçленĕ май палăртрĕ Олег Иванович врач-педиатр.
Хальхи вăхăтра район больницинче грипп чирне хирĕç кĕрешессипе вакцинаци тăвас тапхăр пырать. Виçĕ çултан аслăрах ачасене ку енĕпе прививка тăваççĕ. Вакцина туни çамрăк организм чирлессине самай чакарать.