12 декабря 2012 г.
ИНВАЛИДСЕНЕ хальхи вăхăтра ĕçе вырнаçтарма йывăр. Ĕç паракансем вĕсене ĕçе пит йышăнасшăнах мар. Мĕншĕн тесен инвалидсем валли специализациленĕ ĕç вырăнĕсем, çăмăллăхлă условисем (кĕскетнĕ ĕç кунĕ тата ытти те) туса памалла. Тепĕр енчен илсен, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăракан инвалидсем валли тивĕçлĕ вакансисем те çукпа пĕрех.
Центр специалисчĕсем ĕçсĕр граждансене, çав шутра инвалидсене те, ĕçпе тивĕçтерес ыйтăва яланах тимлĕхре тытаççĕ. 2012 çулта пирĕн Центра ĕç ыйтăвĕпе 22 инвалид килнĕ, вĕсенчен 20-шне ĕç тупма пулăшнă. Районти II тата III ушкăнсенчи 6 инвалида вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă. 2 инвалида çĕнĕ професси илме курссене вĕренме янă. Пĕр инвалид "Ăнăçу технологийĕ" тренинга хутшăннă.