12 декабря 2012 г.
(Малалли. Пуçламăшĕ иртнĕ номерте.)
ÇАК ТĂРĂХРА пурăнакан çынсемшĕн, паллах, шкул, клуб, библиотека, çыхăну уйрăмĕ, медпункт та кирлĕ пулнă. 1935 çулта Баскакра, каярах Фабрика, Кучек поселокĕсенче 1-4 классенче ăс пухакансене вырăс программине вĕрентме тытăннă. Ачасем малашне пĕлĕве Пăчăрлă Пашьелĕнчи тата Патăрьел районĕнчи Турхан шкулĕсенче малалла тăснă.
Тĕрлĕ çулсенче учительсем пулса ĕçленисенчен çаксене асăнса хăвармалла: Фабрика поселокĕнче Н.Н. Петров (Çĕпрел районĕ, Аслă Аксу), К.И. Сидорова (Ирçе Тĕкки), А.А. Кузьмина (1946-1948), Н.Ф. Архипов (иккĕшĕ те Васан ялĕнчен, Патăрьелĕнчи педагогика училищинчен вĕренсе тухнăскерсем); Кучек поселокĕнче – Кольцов, А.И. Корчагина (пуçламăш шкул заведующийĕ пулнă). Сăмах май ăна 1951 çулта "Ĕçре палăрнăшăн" медальпе нарградăланă. Çавăн пекех çак шкулта М.В. Синелева (Погашова, 1931 çулта Анат Чаткасра çуралнă, Патăрьелĕнчи педагогика училищине пĕтернĕ. Алла диплом илсен 1953-1957 çулсенче Кучекри пуçламăш шкулта ĕçленĕ).
1959-1960 çулсенчи вĕренÿ çулĕнче, Баскакра ачасене вĕрентме вырăн çитменнипе, Кучек поселокĕнчи пуçламăш шкулта тепĕр 5 класс уçнă. Çак тапхăрта кунта Л.А. Бородова, Е.П. Воронцова вăй хунă, 1960 çулхи январьте Х.К. Яковлев (Кивĕ Шăмăршă) ĕçлеме тытăннă.
1940 çулта Кучек поселокĕнче пĕр хушă ФЗО шкулĕ те ĕçленĕ. Унта кĕске хушăрах вăрман промышленноçĕнче ĕçлеме кадрсем вĕрентсе хатĕрленĕ. 1938 çулта, августăн 15-мĕшĕнче, Баскакра кулленхи ача сачĕ уçăлнă. 1939 çулхи июнь уйăхĕнче вара пионер-лагерь шкул ачисене канма йышăннă.
1949 çулта Баскакра çичĕ çул вĕренмелли шкул уçăлни те вăл вăхăтшăн паллă пулăм. Çак çул кунта парттăсем хушшине çĕр ытла вĕренекен ларнă. Вĕсене Т.В. Ермошкина, П.В. Ермошкин, К.М. Калашникова, Н.В. Моисеев, А.Д. Лысенкова (1951 çулта ăна "Ĕçре палăрнăшăн" медальпе чысланă), А.Н. Драгунов, А.Г. Веденеева, Н.Н. Карпов, Н.Б. Сафин, М.Г. Тюнтерова (Еремеева), Н.П. Волков, О.А. Волкова, А.В. Еливанов, А.И. Сергеева, А.С. Николаева (ăна 1960 çулта Чăваш АССР Президиумĕн Верховнăй Совечĕн Хисеп грамотипе наградăланă), И.А. Николаев, М.В. Григорьева, М.С. Космовская, В.И. Корчагина, В.В. Матвеева, Н.С. Солдатов, В.Г. Андронов, П.Ф. Чумуркин, М.М. Пелеева вĕрентнĕ, К.П. Устимова интернат воспитателĕ пулнă. Шкул ачисене вĕри апатпа Р.С. Тяпушова тивĕçтернĕ.
Шкул директорĕсем камсем пулнă-ха; Вĕсене те палăртма май килчĕ: М.С. Пугачева, Т.К. Клементьева, А.Ф. Иванова, Г.А. Устимов, А.К. Кириллов (1966-1968), И.М. Савельев, А.В. Васильев, Ф.З. Тяпушов (1973-1975).
1973-1974 çулсенчи вĕренÿ çулĕнче Баскакри сакăр çул вĕренмелли шкула (1966 çулта уçнă) 45 ача çеç çÿренĕ. Çакăн сăлтавĕ те пулман мар. 1956 çулта ку тăрăхра ĕçе юрăхлă йывăçсене касса пĕтернĕрен вăрман промышленноçĕн хуçалăхне хупма тивнĕ. Çакăн хыççăн Фабрикăри вăрман участокĕнче ĕçлекенсене Улатăрти, Кучекре вăй хуракансене Первомайск вăрманпромхозне куçарнă. Çавăнпах пулĕ ĕнтĕ çынсен ĕç шыраса урăх вырăнсене куçма тивнĕ.
Çыхăну уйрăмĕ пулнă пирки маларах асăннăччĕ-ха. 1942-1962 çулсенче унăн ертÿçи пулса Б.М. Румянцева ĕçленĕ, хăйĕн тăрăшулăхĕпе палăрнă. Сахал мар çынна пулăшу панă вăл: Шăмăршăран хаçат-журнал, тĕрлĕрен корреспонденцие вăхăтра çитерессишĕн тăрăшнă. Ун чухне хальхи пек çулсем пулман вĕт. Телефон линийĕ те ĕçленĕ. Малалла кунта М.В. Желудкина (вăлах перекет банкĕн вырăнĕнчи уйрăмĕн ĕçне те йĕркелесе пынă), В.Ф. Егорова (Михайлова), Г.Г. Желудкина, Н.К. Евреимова, А.Тинюкова, Т.В. Волкова, Г.Г. Кокуркина вăй хунă. Почтальонка пулса вара нумай çул Ф.З. Басырова ĕçленĕ. Паян çак тивĕçе М.Г. Маркелова пурнăçлать. Çынсем ун ĕçĕпе яланах кăмăллă.
Хăй вăхăтĕнче клуб та пысăк вырăн йышăннă, çынсене явăçтаракан центр шутланнă. Тĕрлĕрен мероприятисем ирттернĕ унта. Чи пĕлтерĕшли – халăха кино кăтартасси. Клуб çумĕнчех куçса çÿрекен меслетпе ĕçлекен библиотека та пулнă. Киномеханиксем пулса Б.Н. Хомуткин, Е.Н. Карпов, Н.Г. Шумилов, В.Е. Ревунов, Н.Л. Брюсель ĕçленĕ. 1960 çултанпа клуб заведующийĕсем Е.Буланова, Г.В. Головина, Н.С. Солдатов, В.Л. Ревунова, Э.Н. Тухветова, Р.А. Басыров пулнă.
1984 çулта, декабрĕн 12-мĕшĕнче, Муллиная поселокĕнчи ятарлă çуртра библиотка уçăлнă, ун ĕçне В.А. Ишлинская йĕркелесе пынă. Кунтах М.И. Ревунова та ĕçченлĕхпе палăрнă. Пĕр хушă, 1989 çулта, библиотека заведующийĕ В.В. Ишлинский пулнă, 1994 çулхи июлĕн 31-мĕшĕнчен вара – В.А. Иванова.
1948 çулта Баскакри фельдшер пункчĕн никĕсĕ çине хĕрарăмсене ача çураттарассине йĕркеленĕ. Питĕ пысăк çăмăллăх пулнă çакă. Кунта ĕçленĕ фельдшерсенчен Л.В. Губанована, Л.Захарована, А.А.Маркелована (Краснована), Ф.Шареев, Х.П. Сачкована (1956-1966), Р.В. Алякинана палăртса хăвармалла.
Баскак тăрăхĕнче пурăнакансем хушма хуçалăха аталантарса, выльăх-чĕрлĕх ÿстерсе продукци туса илсе ăна вырнаçтарса ытларах тупăш тăваççĕ. 1980-1990 çулсенче кунта ял Совечĕн пуçарăвĕпе халăхран сĕт пухассине начар мар йĕркеленĕччĕ. Ку ĕçре А.Т. Басыровăн хастарăлăхĕ пысăк пулнине палăртса хăвармасăр май çук. Халĕ кунта пыл хурчĕсем тытакансем те йышлă.