Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăм куççулĕ…

15 мая 2013 г.

Утмăлти хĕрарăм вырăн çинче ассăн-ассăн сывласа выртать. Халь-халь чĕри тапма чарăннăн пĕтĕм ÿт-пĕвĕ чĕтренет унăн.

– Паянтан урăх кун çути кураймăп. Юлашки вăйсемпе пурăнасшăн тапаланатăп. Ак çак пĕчĕк сунтăхра хĕр ачасен адресĕсем, чир çапсах хуçиччен паллакансенчен ыйтса çырса янăччĕ. Ырă çынсем тупса пачĕç. Хăйсене пурнăç парнеленĕ хĕрарăма юлашки çула ăсатма та килмĕç-ши; Телеграмма ярса пăх. Пехил укçине те, сахал пулсан та, тахçанах хатĕ-рлерĕм, виле çинче пулакан тăкаксемшĕн те çав сунтăхрах япалисем. Ачасенчен нимĕн те кирлĕ мар, каçаратăп хытă кăмăллă, чунсăр хĕрĕмсене, эпĕ курнă шăпана ан курччăрах. Вĕсен ашшĕне вара, ман пурнăçа пĕтернĕшĕн... – сăмахĕсем ăша кайрĕç Ольга Владимировнан. Тутисем тем калаççĕ, çапах Кулине кинеми ăнланаймарĕ вĕсене. Пит çăмарти тăрăх куççулĕсем пысăк тумлампа юхса анчĕç, пырне чул ларнă тейĕн, ÿт-пĕвĕпе çÿлелле кармашрĕ, унтан минтер çине пуçне лаштах ячĕ те лăпланчĕ. Ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупрĕ Ульха. Кулине кинеми часах усал-хыпарпа кÿрше каçрĕ. Хăй вара вилнĕ хĕрарăмăн ачисене телеграмма яма çыхăну уйрăмне утрĕ.

Кулине кинеми умне Ульхан пурнăçĕ яр-уççăн тухса тăчĕ...

Пĕве çитиччен куç умĕнче çитĕнчĕ Ульха. Ашшĕ, вăрçăран таврăнайман унăн, çавăнпа та амăшĕ, Вера аппа, виçĕ пĕр тăвана пĕччен ÿстерчĕ. Аслине, Ульхана, çемьери йывăрлăх ытларах лекрĕ. Çапах та пур çĕре те ĕлкĕретчĕ вăл, обществăлла ĕçсенче хастарччĕ.

Шкулта чухнех хăйне кура пысăк тавра курăмлăччĕ, яка чĕлхеллĕччĕ. Спектакль лартмалла-и, е юрă юрламалла – пур çĕрте те малтаччĕ Ульха. Сăн-пичĕ хитре. Сасси янăравлă. “Артистка пулмаллах унăн”, – тетчĕç унăн уттине, хусканăвне ытараймасăр.

Ялти клуб заведующийĕ чирленĕ вăхăтра ун ĕçне тума шанчĕç Ульхана. Çамрăксемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлекен хĕр часах тĕрлĕ мероприяти ирттерчĕ, фермăри хĕрлĕ кĕтес çĕр каçа шавласа çеç тăчĕ.

Ашшĕ вăрçа кайиччен ялти чи чаплă вăйçă пулнă. “Ашшĕ-нех хывнă Ульха, хут купăса епле тăсать вăл”, – ытараймасăр куç илместчĕç каччăсем кăн-кăвак куçлă, пилĕк таран икĕ ярăм çивĕтленĕ хулăн çÿçлĕ хитре пикерен.

Клуб заведующийĕн ĕçĕ çав тери килĕшрĕ хĕре, çавăнпа вăл культурăпа çут ĕç училищине вĕренме кайрĕ.

Унтан вĕренсе тухнă Ульха ялти савнă тусĕ тем пек тархасласа ыйтнине пăхмасăр, направленипе инçетри чăваш ялне ĕçлеме кайрĕ.

Чунра лăпкă. Йăмăкĕсем, 7 класс хыççăнах фермăна ĕçлеме кĕнĕскерсем, çамрăклах ял ачисене качча тухрĕç. Апла пулсан, амăшне пулăшакансем çывăхра. Вăл вара 20 çултах çемье çавăрма шухăшламасть-ха. Чунтан юратакан Алюш ăна темиçе çул та кĕтме хатĕр. Халĕ вăл çарта службăра тăрать, Ульха патне ăшă çырусем çырать, салтакран таврăнсан пĕрлешме калаçса татăлнă.

400 кил-çуртлă анатри чăваш ялĕнчи клуба ĕçлеме килсен, куç-пуçĕ алчăрасах кайрĕ Ульхан. Аран-аран çиткелерĕ вăл унта: чукун çул та çук, яка çулне те сарма çеç пуçăннă. Тăван ялне кайса килесси чĕр нушине ăнланчĕ вăл.

Культура ĕçченне пурăнма хваттер тупса пачĕç. Пĕччен пурăнакан карчăк пит тарават пулчĕ. Килне пырса кĕрсенех: “Хĕрĕм, питĕ хитре эсĕ, ку ялтан кăларса ямаççех сана каччăсем”, – терĕ. Ун чухне пит çăмартийĕ анис пан улми пек хĕрелчĕ пулин те, ырă та, усал та шарламарĕ.

Вăхăт иртнĕçемĕн яш-кĕрĕмпе çывăхланчĕ культработник. Хаваслă та усăллă ирттерме пуçларĕç ялти çамрăксем пушă вăхăта. Ольга Владимировна малтанхи кунранах хăйне ырă енчен çеç кăтартрĕ, унпа çăлтăр шутлас кăмăллă каччăсене çывăха та ямарĕ.

Культура вучахĕ кĕске вăхăтра ялкăшса çунма пуçласан, библиотекарь ĕçне те туса пычĕ хĕр. Пурте йĕркеллĕччĕ пек, анчах... Ольга Владимировнан пысăк ĕмĕтне Митя лавккаçă таптаса хучĕ.

Пĕр хĕллехи каç хваттере утакан хĕре лаша çине тиенĕ ÿсĕрсем çĕклесе лартса çăварне хупларĕç те инçетри яла илсе кайрĕç. Унтан-кунтан чышнипе, çапнипе тăнне çухатнă хĕр вырăн çинче вăранса кайрĕ. Юнашар ÿсĕр Митя харлаттарса çывăрать, Хăвăртрах тăрса тухса тарма хăтланчĕ хĕр, хăй çаппа-çарамас выртнине туйса тумтирĕсене шырарĕ. Тĕттĕм чăланта пĕр вырăнсăр пуçне тата икĕ-виçĕ арча ларать анчах. Ульхан кĕпе-тумтирне кунта пытарман пулас.

– Ульха, эсĕ манăн арăм. Пирĕн патăрта хĕрсене çапла вăрласа кĕреççĕ. Эсĕ манăн пулнишĕн мухтанатăп эпĕ. Пурăна киле хăнăхăн. Виçĕ кунсăр кăлармаççĕ пире кунтан, – терĕ каччă хĕре хăй çумне ыталаса. Митьăн чукмар пек аллисем хĕрĕн ÿт-пĕвне шăнтрĕç.

– Хăнăхăн-ха, хăнăхăн. Халь айта çывăрар. Кунта çутă çук урăх ĕç те çук, – пулчĕ арçыннăн калаçăвĕ.

Татах харлаттарма пуçларĕ Митя, Ульха вара хăйне, чĕрĕ, тин çеç çеçке сарнă чечеке, тĕпĕ-йĕрĕпе кăларса илсе пылчăк çине пăрахнăн туйрĕ. Ним вырăнне хумасăр таптарĕ ăна çак лавккаçă. Анчах шăпаран тарса пытанаймăн: хĕр чысне çухатнăскерĕн ялти савнă тусĕ патне кайма та совеçĕ çитмĕ.

Лавккаçă арăмĕ пулса тăрсан Ольга Владимировнан яланах хаваслă кулăпа çÿрекен сăнĕ улшăннине сисрĕ ял-йыш. Ăна шеллесе чылай вăхăт калаçрĕç ялта. Анчах ним тума та çук: юратса пĕрлешекенсем сахалрах пулнă-тăр вăл вăхăтра. Чылай хĕре кÿршĕ ялсенчен, халĕ-ччен курман-калаçман каччăсем вăрласа килнĕ. Турă çырнинчен иртеймĕн теççĕ мар-и;

Ытти çемьерен нихăш енĕпе те уйрăлса тăмарĕç вĕсем. Кил-çуртне те çĕнни лартрĕç, выльăх-чĕрлĕхне ÿстерчĕç. Анчах пĕрре те юрату чĕлхипе калаçса курман йĕкĕте качча тухнăшăн туй хыççăнах хытă ÿкĕнчĕ çĕнĕ çын, çапах шăлне çыртса чăтрĕ.

Пĕр-пĕрне юратмасан çемье вучахĕн хĕлхемĕ сÿнсех пырать иккен. Уйрăлса каясран ачи-пăчи çеç тытса тăрать чылай чухне.

Митя пурăна-киле эрехпе хытă туслашрĕ. Малтан та аяккине тĕртсе яман-ха, халĕ вара “симĕс шĕвек” ăшнех путрĕ. Арăмĕ çине алă çĕклесси, ачисене хĕнесси те нимĕн те мар уншăн. Икĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратрĕ Ульха. Ывăлĕсем амăшне хывнă – хитре сăн-питлĕ, хĕрĕсем каснă-лартнă ашшĕ. “Ашшĕне хывакан хĕрсем телейлĕ пулаççĕ. Тем пекехчĕ”, – тетчĕ Ульха тăтăшах хĕрĕсене çупăрласа.

Упăшки тăтăшах ĕçсе килсе çапăçнине хăнăхрĕ арăм. Патак çиес килменрен ачисем те хăйпе юнашар хĕл кунĕнче-и е çулла аслăк турринче вырăн тупатчĕç. Çемьери хирĕçĕве кÿршĕ-арша пĕлтерес темен Ульха.

Эрехпе минренĕ арçын арăмне кĕвĕçсе мĕнле кăна усал ĕç тунине каласа пĕтереймĕн, ÿт-пĕвĕ мĕнле тÿ- сет-ши хĕрарăмăн;

Эрехе пулах авланнă хыççăн лавккара нумай ĕçлеймерĕ Митя. Кăларчĕç ăна. Йывăр ĕçе хăнăхманран ĕç тупма çăмăл пулмарĕ арçынна. Шабашниксемпе çыхланса кайрĕ. Ĕçлесе илекен укçи-тенкине арăмне паратчĕ-ха, анчах çак укçанах хăех çапăçа-çапăçа илсе пĕтеретчĕ. Эрех ĕçме кирлĕ пулнă ăна.

Пĕр çулхине калыма кайнă Митя усал шухăшлă çынсемпе çыхланчĕ. Вăрланăшăн ăна 4 çуллăха ирĕк правинчен хăтарчĕç.

Калама та аван мар та, çавах çав çулсене Ульха нихăçан та манаймасть. Чи телейлĕ çулсем пулчĕç упăшки тĕрмере ларнă вăхăтсем. Лăпкă пурнăç, упăшкан чышки лекмест, ачи-пăчи тутă, шкулта аван вĕренеççĕ, хăй ĕçе хаваслă кăмăлпа каять. Ĕçĕ те ăнса пырать. Ку çулсенче ĕнтĕ Ольга Владимировна библиотекăра тăрăшатчĕ. Упăшки, кĕвĕçсе мĕнле сцена кăна кăтартмарĕ-ши; Хăй вара кÿ- ршĕ ялти ĕçкĕллĕ хĕрарăмпа çыхланчĕ. Пĕринче халăх сучĕ те пăхса тухрĕ-ха иккĕшне.

Вăхăт иртрĕ. Тĕрмерен таврăннă упăшка пушшех улшăнчĕ. Ĕçсĕр çапкаланса çÿ- рерĕ, эрех пички ăшнех путрĕ. Çитменнине арăмне те пĕрле лартса ĕçтерет. Ĕçмесен компание хутшăнманшăн, алла мĕн лекет – çавăнпа çапать. Упăшки хистенипех эрех ĕçме пуçларĕ Ульха. Нимĕнле хуйхă та çук, пурте лайăххăн туйăнать ÿсĕрле. “Ăçта ĕçкĕ – унта иртĕнÿ”, – тени тĕрĕсех пулĕ çав. Митя ют хĕрарăмсемпе çывăрчĕ, намăс чирĕ ертрĕ. Унтан Ульха та венери чирĕпе чирлерĕ. Инçетри больницăна кайса сипленчĕ. Каçарма пултараймарĕ вăл упăшкине. Çавна пулах арçын тарăхрĕ, епле те пулсан хăйĕнчен мар, арăмĕнчен култарас тесе усал шухăш тытрĕ. Эрехне ĕçтернĕ хыççăн ÿсĕрскере урама кăларса яратчĕ. Хĕл кунĕнче çÿхе кĕпе-йĕмпех çĕр каçатчĕ сарайĕнче Ульха. Шăннипе ÿп- кине лектерчĕ.

Вутра çунчĕ Ольга Владимировна. Каллех йăпанăва эрехре шырарĕ.

Эрех ĕçме пуçласси кăна пулĕ çав, чир шала кайнă май Ульха ĕнтĕ хаяр шĕвексĕр пурăнаймасть. Малтан вăрттăнрах ĕçетчĕ ял-йышран, унтан килрен-киле те ыйтса çÿреме пуçларĕ. Митя кулать, телейлĕн çиçет. Аван пурнăç пуçланмалла, тек пуçа каçăртса культурăллă çÿреттĕн. “Пĕтрĕн вĕт, кама кирлĕ эсĕ. Мана та кирлĕ мар, ачусене те”, – çăвар тулли шăлĕсене кăтартса кулать упăшка.

– Пире ĕçекен анне кирлĕ мар. Тухса кай, – терĕç пĕринче хĕрĕсем пурнăç парнеленĕ амăшне.

Тепринче каллех:

– Ята яратăн пирĕнне. Анне тесе чĕнместпĕр сана. Ăçта çÿретĕн эсĕ, кампа пулатăн, таса мар вĕт эсĕ, – пĕрер пырса силлерĕ Нина амăшне, вăл 11, кĕçĕнни, Валя, 10 класра вĕренеççĕ. Ывăлĕсем 8 класс хыççăнах хулана тухса кайнă.

Хĕне-хĕнех кăларса ячĕç амăшне хĕр ачасем. Арçыннăн пит-куçĕ çуталнă, хĕрĕсем ун майлă-çке. Вăл ĕнтĕ çур çул эрехпе ытлашши иртĕнмест. Хăйне культурăллă çын пек тыткалать, арăмĕ ĕçнĕшĕн тарăхса кÿршĕ-аршăпа пуплет. Ял çыннисем Ульхана шеллеççĕ, çапах Митя сăмахĕсене хăлхана чикеççĕ. Анчах хĕрарăмăн чунĕнче мĕн çуннине пĕлесшĕн пĕри те тăрăшмаççĕ. Халĕ вĕт çемçе кăмăллă çын кăшт такăнсанах ура хуракансем йышлă.

15 çул ют çĕрте пысăк хисепре пулнă хĕрарăм 3 çул хушшинче харама тухрĕ. Хĕрĕсем халĕччен амăшĕпе мухтанма пултарнăскерсем, халĕ ăна пĕр ăшă сăмах каламаççĕ, амăшĕ мĕншĕн ĕçке ернине те пĕлесшĕн тăрăшмаççĕ.

– Кăларса ан ярăр мана, ĕçме пăрахатăп, хам ирĕкпе сывалма каятăп. Çын пулăр, – йăлăнчĕ амăшĕ.

Çапах та ниепле те ÿкĕте кĕмерĕç хĕрĕсем. Кăкăр ĕмĕртсе, сăпка юрри юрласа ÿстернĕ, чирлесен çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупмасăр алă çинче йăтса çÿренĕ амăшне çÿп-çап вырăнне хурса урама кăларса ывăтасшăн.

– Ачамсем, телей курăр-ши капла эсир; Йăнăш çул çине тăтăм, хам та сиссе ĕлкĕ-реймерĕм, каçарăр, çапах йытта ан кăларăр, эпĕ çуратнă вĕт сире, – тет Нинăпа Валя унăн япалисене пĕр сумкана чикнине пăхакан амăшĕ.

– Вĕри çĕленсене пурнăç патăм-ши; Пиччÿсемпе канашлăр-ха, вĕсем мĕн тейĕç;

Халĕччен тутă та таса çÿретнĕ ачисене амăшĕ. Кил-çуртĕнче амăшĕ аллипе тĕрленĕ кавирсем, вырăнсем, кăпăш минтерсем. Сĕтел-пуканĕ те сахал мар. Питĕ культурăллă çурт.

– Вĕсем ялта пурăнмаççĕ, эпир куракан намăса курмаççĕ, – çавасем ем-ешĕл курăка çулнăн касаççĕ чĕлхисем хĕр ачасен.

– Нумай пакăлтатса ан тăр, каях хăв çуралнă тăрăха, эпир сана урăх курар мар, – терĕç упăшкипе хĕрĕсем картишĕ-нчен кăларса янă май.

– Аçу ман пурнăçа таптани çитмерĕ, эсир те чĕрĕлле çĕре чикрĕр. Нихăçан та ырă ан курăр. Ку аннÿн пехилĕ пултăр, – çивĕч чĕлхеллĕ хĕрĕсен сăмахĕсем урăлтарсах ячĕç хĕрарăма.

Ольга Владимировна хăй çуралса ÿснĕ ялах тухса кайрĕ. Ăçта кайĕ урăх; Амăшĕн çурчĕ пуш-пушахчĕ ун чухне. Ялта ĕç тупрĕ, халĕччен харсăр та пултаруллă пулнипе палăрнă Ульхана çакăн пек шăпа лекнĕшĕн ял халăхĕ пур енлĕн алă тăсрĕ.

Тăван ялне 15 çултан каялла пырса кĕнĕ хĕрарăм эрехе çăварне урăх хыпмарĕ. Выльăх-чĕрлĕх усрарĕ, культура çуртĕнче уборщицăра тăрăшрĕ. Халăх театрĕ лартакан спектакльсенче выляса çынсене савăнтарчĕ. Хăй чирлĕ иккене больницăра сипленнĕ чухне врачсем пĕлтерсен, юлашки çулсене пархатарлă пурăнса ирттерме тăрăшрĕ.

Хĕрĕсем те качча тухса ача-пăчаллă пулчĕç. Анчах иккĕшĕн çемйи те телейсĕр. Инкек-синкекĕ, чир-чĕрĕ вĕсем хыççăн пĕр утăм та юлмасть. Темрен килет, тен, амăшĕн пехилĕ çитет. Ăна-кăна шухăшлама пĕлмеççĕ чунсăр хĕрарăмсем.

Юлашки çулсенче ÿпке чирĕ аптăратсах çитерчĕ ăна. Ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухичченех, 6 çул каялла, инвалида тухрĕ вăл.

– Килĕç-ши хĕрĕсем амăшне пытарма; Ывăлĕсем амăшĕпе çыхăну татман. Çапах инçетри хĕрĕсене пĕрер кун кĕтер пуль-ха; Тен, пурнăç улăштарнă, çемçетнĕ вĕсен кăмăлĕсене; – телеграмма янă хыççăнах виле çине васкарĕ кинеми куççулĕсене сăмса тутрипе

шăла-шăла...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика