Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьере – килĕшÿпе телей

15 мая 2013 г.

 

Шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕринпе килĕштерсе 53 çул пурăнаççĕ Патирекри Хорьковсем. Савăнăçне те, хуйхине те пĕрле пайлаççĕ, кил-çурт таврашĕнчи ĕçре пĕр-пĕрне пулăшса пыраççĕ вĕсем. Çур

сăмахран ăнланса пурăнакан мăшăр хăйсен кун-çулне хĕрÿ ĕçре ирттернĕ. Ĕç вĕсене киленĕçпе йăпану кÿнĕ.

Борис Александрович 35 çул тăван хуçалăхра электрикра вăй хунă. Каярах ача садĕнче хуçалăх ертÿçинче тăрăшнă.

Валентина Федоровна нумай çул хушши медицина тытăмĕнче ĕçленĕ. Малтан, медучилищĕрен вĕренсе тухсан, Патăрьел районĕнчи Тутар Сăкăтра, кайран Патирекре фельдшерта тимленĕ. Тăрăшуллă ĕçчене «Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ» ятпа, Чăваш Республикин Аслă Канаш Президиумĕн Хисеп грамотипе тата республикăпа районăн Тав хучĕсемпе, грамотисемпе чысланă.

– Ĕçе чун-чĕререн юратса пурнăçламалла, – ăшшăн пĕлтерет Валентина Федоровна. – Ĕçе эпĕ уява кайнă пек кашни кун васкаттăм. Çынсен сывлăхне тĕрĕслесси, вĕсене сиплесси манăн тĕллев пулнă. Вĕсене эпĕ эмел те панă, ăшă сăмах каласа та лăплантарнă.

Тĕрĕс, çынна ĕç илем кÿрет. Пултаруллă та ĕçчен çын кăна ырă ятпа хисепе тивĕçет, ялта вĕсен ят-сумĕ те çĕкленет. Хорьковсем çинчен те пĕр усал сăмах та илтейместĕн. Ырă кăмăллă та тарават мăшăр кашни валлиех ăшă сăмах тупать, ĕçпе те, усăллă канашпа та пулăшать.

Борис Александровичпа Валентина Федоровна икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса, тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Тĕпренчĕкĕсем те ашшĕ-амăшнех хывнă: ĕçчен те пултаруллă, савăк кăмăллă та çепĕç чĕлхеллĕ. Çунат хушса тĕкленсе тахçанах çуралнă килтен вĕçсе тухса кайнă пулсан та пурнăç парнеленĕ чи çывăх та юратнă çыннисем патне килсе пулăшсах тăраççĕ. Ултă мăнукĕпе мăнукĕн пĕр ачи те савăнтараççĕ ватăсене.

– Пурнăç пурăнасси – уй урлă каçасси мар, – сăмах хушать Борис Александрович. – Çемьере килĕшÿпе телей хуçалантăр тесен мăшăрсен пĕр-пĕрне хисеплемелле, пĕр-пĕрин сăма- хĕнчен иртмелле мар. Ачасене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерессишĕн тăрăшмалла, пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтармалла. Ун чухне пурнăçа ахаль пурăнса ирттертĕм тесе калаймăн.

Хорьковсемшĕн чи хакли – çемье, çывăх çыннисем. Вĕсем çамрăксене телее таçта аякра мар, çемьерех, ĕçрех тупмаллине калаççĕ.

– Çитĕнекен ăру ватăсене хисеплетĕр, ан пăрахтăр. Çамрăк мăшăрсем пĕрле пурăнма пуçласанах çемье пĕлтерĕшне илсе кунпа çĕре ирттерме вĕренччĕр. Паллах, сак тулли ача-пăча çуратса çĕр-шыва юрăхлă çынсем ÿстерччĕр. Çемье телейĕ ачасенче пулнине асра тытчăр, – пĕр саслăн пĕлтерчĕç Валентина Федоровнăпа Борис Александрович.

А.МИХАЙЛОВ.

Патирек ялĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика