12 декабря 2012 г.
ПУРНĂÇ кустăрми яланах тикĕс çулпа чупмасть çав. Акă нумаях пулмасть манăн мăшăрăм, Рухия Валиулловна, ĕмĕрĕпех тăван колхозра ĕçлесе пенсие тухнăскер, сасартăк чирлесе ÿкрĕ. Инкек пирки эпĕ тÿрех хамăр ялти медицина ĕçченне Вера Такмакована тата район больницинчи "Васкавлă пулăшу" уйрăмне шăнкăравласа пĕлтертĕм. Вера Такмакова çийĕнчех пирĕн пата килсе мăшăрăма тĕрĕслерĕ, укол турĕ. Часах районтан васкавлă пулăшу автомашини те çитрĕ. Сергей Яковлев аслă фельдшер та мăшăрăма тĕплĕн тĕрĕслерĕ, унпа кăмăллăн калаçрĕ. "Сире халех район больницине илсе каятпăр. Ан пăшăрханăр. Çийĕнчех сиплени чир хăрушлăхне сирсе ярĕ", – хавхалантарчĕ вăл ĕç ветеранне.
Чир çăмăлах маррине тĕрĕслесе пăхсан, мăшăрăма район больницинчен тÿрех Канашри медицина учрежденине ăсатнă. Ăна хулана васкавлă пулăшу машинипех леçнĕ. Сергей Яковлев аслă фельдшер Рухия Валиулловнăн сывлăхне тĕрĕслесе-пăхсах пынă.
Мăшăрăм Канаш больницинчен самаях сывалса таврăнчĕ, çĕнĕрен ура çине тăчĕ.
Ĕçри тимлĕхшĕн, медицина ĕçченĕн тивĕçне таса чунпа пурнăçланăшăн Сергей Яковлевпа Вера Такмакована тата Канаш больницин ĕçченĕсене район хаçачĕ урлă чĕререн тав тăватăп, çирĕп сывлăх, пархатарлă ĕçре ăнăçу сунатăп.