Чăваш Республикинче виççĕмĕш çул ĕнтĕ виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене çĕр участокĕсемпе тивĕçтермелли саккун вăйра тăрать. Нумай ачаллă çемьесем çак участокра уйрăм çурт-йĕр çавăрма, дача тума тата килти хушма хуçалăха йĕркелесе яма пултараççĕ. Асăннă саккун пирĕн республикăра еплерех пурнăçланса пыни пирки пире Чăваш Енĕн пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С.Енилина каласа парать.
– Светлана Александровна, нумай ачаллă хăш çемьесен тÿлевсĕр çĕр участокĕ илме право пур;
– Чăваш Республикин 2011 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ саккуна тĕпе хурса вун сакăр çула çитмен виçĕ е ытларах ача пăхса ÿстерекен çемьесене çĕр участокĕпе тивĕçтереççĕ. Ку саккун тăрăх, Раççей Федерацийĕн гражданĕ-сем пулса тăракан, ытларах чухне Чăваш Республикинче пурăнакан çакнашкал çемьесен шутне пĕрле пурăнакан упăшкипе арăмĕ (пĕччен ашшĕ-амăшĕ), вĕсен (унăн) ачисем (çав шутра усрава илнĕ ывăл, хĕр, опекунсем (попечительсем) тата вĕсем пăхса усракан ачасем кĕреççĕ.
– Пирĕн республикăра нумай ачаллă миçе çемье çак саккунпа усă курма пултарать;
– Чăваш Енри сывлăхпа социаллă аталану министерствин кăтартăвĕсем тăрăх пирĕн республикăра 3 е ытларах ачаллă 8 пин ытла çемье пурăнать. Вĕсенчен 3 пин ытларахăшне çĕр участокĕ илме учета тăратнă. Шăмăршă районĕнче çĕр участокĕпе тивĕçтерме нумай ачаллă 69 çемьене учета илнĕ. Вĕсенчен 46-шне тивĕçлĕ сертификатсем панă та ĕнтĕ. Нумай ачаллă çемьесене уйăрса пама 57 çĕр участокĕ йĕркеленĕ.
– Саккун вăя кĕнĕренпе миçе çемье çĕр участокĕсен телейлĕ хуçисем пулса тăнă-ши;
– Паянхи кун тĕлне нумай ачаллă 1144 çемьене патшалăх çĕр участокĕсемпе тивĕçтернĕ, çав шутран 643-шне – уйрăм çурт тума, 456-шне – харпăрлăхра хушма хуçалăх йĕркелеме, 45-шне – дача тума.
– Уйăрса панă çĕр участокĕсенче строительство ĕçĕсем пуçланă çемьесем нумай-и;
– Хальлĕхе нумаях мар, пурĕ те çĕре яхăн çемье кăна. Çурт-йĕр çавăрассинче укçа-тенкĕ çитменни чăрмав кÿрет.
– Çемьесене çĕр участокĕ илме учета тăратнă вăхăтран пуçласа унпа тивĕçтериччен темиçе уйăх та иртет. Енчен те çак тапхăрта ачасенчен пĕри 18 çул тултарчĕ пулсан, муниципаллă йĕркелÿ администрацийĕн çак çемьене учетран кăларма право пур-и;
– Ун пек тума юрамасть. Кун пирки саккунра уçăмлă каласа хăварнă: аслă ача (е ачасем) нумай ачаллă çемьене çĕр участокĕ илме учета тăратнă хыççăн 18 çул тултарни çак çемьене Реестртан кăларма ирĕк памасть.
– Район администрацийĕ сĕннĕ çĕр участокĕ çемьене тивĕçтермест пулсан, вăл ăна илмессе пултарать-и;
– Паллах, пултарать. Çавăн пекех харпăрлăх правине регистрациленĕ хыççăн та участока йышăнмасăр тăма пулать. Çакăн пирки сăлтавне ăнлантарса заявлени çеç тăратмалла.
Кун пек чухне нумай ачаллă çак çемьене çĕнĕрен, список вĕçĕнчи çĕнĕ номерпе учета илеççĕ. Енчен те администраци сĕнекен çĕр участокне виçĕ хутчен йышăнмасăр тăрсан, ку çемьене учетран кăлараççĕ. Çапах та унăн малашне заявлени пама право пур.
– Март вĕçĕнче республикăна РФ Президенчĕн Атăлçи Федераллă округĕнчи Полномочиллĕ представителĕн ĕçлĕ ушкăнĕ килсе çитнĕ, регионта виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене çĕр участокĕсемпе епле тивĕçтернине тĕрĕсленĕ. Комисси мĕнлерех пĕтĕмлетÿ тунă;
– Ĕçлĕ ушкăн малтанах нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсемпе тивĕçтерессине пирĕн республикăра пĕтĕмĕшле еплерех йĕркеленине тĕпченĕ. Кун хыççăн Шупашкар хули, Сĕнтĕрвăррипе Çĕрпÿ районĕ-сен администрацийĕсен çĕр уйăрнă чухнехи практикипе паллашнă.
Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх ĕçлĕ ушкăн Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕ-сен ĕçне лайăхпа хакланă, нумай ачаллă çемьесене ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр участокĕсем парас тĕлĕшпе çăмăллăхсем туса панине, прависемпе кăсăкланса, вĕсен интересĕ-сене хÿтĕленине, нумай ачаллă çемьесене уйăрса панă çĕр лаптăкĕсене комплекслă майпа ĕçе кĕртме пулăшнине, инженерипе коммуналлă инфраструктура майĕсемпе тивĕçтерме тăрăшнине, çак тĕллевсемпе инвестици программисен йĕркипе ресурссем тăратакан компанисен бюджет тулашĕнчи çăл куçсемпе усă курнине уйрăммăн палăртса хăварнă.