(Малалли. Пуçламăшĕ 51-52 номерсенче.)
1929 çулхи августăн 29-мĕшĕнче Кирилл Иванович Захаров хресчен çемйинче пĕрремĕш ача çутă тĕнчене килнĕ. Ăна ял Советĕнче Вячеслав ятпа çыртарнă. Захаровсен çемйи малалла пысăклансах пынă. 1932 çулта – Геннадий, 1934 çулта – Николай, 1937 çулта – Зинаида, 1939 çулта – Тамара, 1941 çулта Роза çуралнă.
Кил хуçи, Кирилл Иванович, 30-мĕш çулсенче Анат Чаткас çыннисемпе пĕрле Мускав облаçне ĕçлеме çÿренĕ. Вячеслав амăшĕпе тата шăллĕ-семпе пĕрле мăн аслашшĕн – ăна Тихон тесе чĕннĕ – çуртĕнче пурăннă. Паллах, Кирилл Иванович хăйĕн çемйипе уйрăлса тухма, çĕнĕ çурт лартма ĕмĕтленнĕ. 1936 çулта вăл пухăннă укçа-тенкĕпе ялти çĕнĕ урамра çĕнĕ пÿрт туса лартнă. Ăна хушма çуртпа пысăклатма мăн аслашшĕ кĕлет уйăрса панă.
Ултă ачаран чи асли пулнă май, Вячеслав пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Амăшĕ кунĕпех колхоз хирĕнче ĕçленĕ, ашшĕ, пысăк çемьене тăрантарас, пурнăçа ăнăçлă сыпăнтарса пырас тесе Мускавра вăй хунă. Вячеслав икĕ шăллĕпе виçĕ йăмăкне пăхнă, апат çитернĕ, картишĕнчи выльăх-чĕрлĕх патĕнче çаврăннă. Каçа хирĕç ĕçрен ĕшенсе таврăннă амăшĕ килти тирпейлĕхе курсан кашнийĕ-нчех питĕ савăннă. «Мĕн тери лайăх ывăл-çке эс пирĕн, – тенĕ амăшĕ. – Эпир сансăрăн мĕн тунă пулăттăмăр-ши аçупа иксĕмĕр;»
Шанса панă ĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçлас йăла Вячеслав Кирилловичра яланлăхах юлнă. Ответлăха туйма ăна пĕчĕкренех ашшĕпе амăшĕ вĕрентнĕ.
1937 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Вячеслав Захаров Анат Чаткас шкулĕн 1-мĕш класĕнче вĕренме пуçланă. Унăн пĕрремĕш учителĕ – ватлăх енне кайма пуçланă мăйăхлă В.Патов. Владимир Никифорович, анлă тавра курăмлă педагог, ачасене çирĕп пĕлÿ парассишĕн вăхăтне те, вăй-халне те шеллемен. Ачасенчен çирĕп ыйтнă.
(Малалли пулать.)