Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Китай çывăхланать, шалу ÿсет

22 мая 2013 г.

ТУНТИ кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев министрсен Кабинечĕн членĕ-семпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Малтан Михаил Васильевич федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен делегацийĕн йы- шĕнче хăй Китайра ĕçлĕ çул çÿревре пулни çинчен каласа панă. Раççей регионĕсен ертÿçисем асăннă çĕр-шыва официаллă майпа çапла пуçласа кайнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн шухăшĕпе, çак визит патшалăхсен çыхăнăвне çи- рĕплетме тивĕç. Китайра Чăваш Енĕн Экономикăпа инвестици майĕсен презентацийĕ пулнă, экономикăра тата гуманитари сферинче çыхăну тытса ĕçлемелли протокола алă пуснă. М.Игнатьев Китайпа çыхăну тытса ĕçлеме пултаракан предприятисен списокне хатĕр-леме хушнă.

Вице-премьер – Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова пĕлтернĕ тăрăх – кăçалхи тăватă уйăхра республикăра ĕçлекенсен мĕн пур категорийĕн, РФ Президенчĕн пĕлтĕрхи майăн 7-мĕшĕнче кăларнă 597-мĕш указĕнче палăрт-нăскерсен, вăтам ĕç укçин ÿсĕмне тивĕçтернĕ. Çак категорисен вăтам шалăвĕ Экономика аталанăвĕн министерстви шутласа палăртнă прогноз шайĕнчен те иртнĕ. 2012 çулхипе танлаштарсан врачсен ĕç укçи 109,4 процента (25784 тенкĕ) çитнĕ, вăтам медперсоналăн – 108,7 процент (14,7 пин тенкĕ ытларах), кĕçĕн медперсоналăн – 136,2 процент (8,8 пин тенкĕ ытларах).

Спорт министрĕ Сергей Мельников кăçал çуллахи тапхăрта респуб-ликăра пĕтĕм Раççей шайĕнчи 14 спорт мероприятийĕ, пĕтĕм тĕнчери парашютистсен ăмăртăвĕ иртесси çинчен пĕлтернĕ.

Иртнĕ эрнере Вĕренÿ тата Информполитика министерствисем республикăри 80 шкулта патшалăхăн пулăшу ĕçĕсене электрон мелĕпе кÿмелли уçă видеоурок ирттернĕ. Майăн 23-мĕшĕнче, 17.30 сехетре республикăри ашшĕ-амăшĕн пĕрлехи пухăвне йĕркелеççĕ, унăн темисенчен пĕри – ачасене шар куракансене Интернет сетĕнче шыраса улталакансенчен, пусмăрлакансенчен хÿтĕлесси.

В. АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика