Июнĕн 3-9-мĕшĕсенче Шупашкар хулинче «Буревестник» кану базинче Регионсем хушшинче иртекен çамрăксен V форумне ирттерме палăртнă. Кăçал вăл «Çамрăксен хули. 5 çăлтăр» ятпа иртет.
Форумра кашни çулах пирĕн районтан хастар та пултаруллă хĕрсемпе яшсем хутшăнаççĕ. Кăçалхи çул вăл кăсăкрах та усăллăрах иртессе шантараççĕ форума йĕркелекенсем.
«Республикăри кашни районтан çамрăксем пуçтарăнни пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен хĕрсемпе каччăсем кунта пуçлăхсемпе куçа-куçăн калаçма, ыйтусемпе сĕнÿсем парса канашлама пултараççĕ. Паллах, ку пуласлăхшăн ырă пулăм», – тет Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова.
«Кăçал ăна 5-мĕш хут ирттеретпĕр, çавăнпа та форум пиллĕк паллă йĕри-тавра, чăннипех 5 çăлтăрлă иртессе шанатпăр», – тет Шупашкар хулин администрацийĕн çамрăксен тата общество аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ Эльдар Черкесов.
Шăмăршă районĕн çамрăкĕсем! Сире те çак форума хутшăнма чĕнетпĕр. Енчен те эсир мал ĕмĕтлĕ, сирĕн хăвăрăн пурнăçăрта мĕн те пулин улăштарас килет пулсан – «Çамрăксен хули – 2013» – сирĕн валли. Форума 18-35 çулсенчи çамрăксем хутшăнма пултараççĕ.
Ку ыйту, паллах, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене те пырса тивет. Мĕншĕн тесен ялсенчи çамрăксемпе ĕçлетĕр, эсир пулăшнипе кăна форума каяс текенсем тупăнĕç. Ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайне килме е çак номерпе 2-32-26 шăнкăравлама пултаратăр.
Э. ФИЛИППОВА,
райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕн методисчĕ.