Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă улшăнусем куç кĕрет

22 мая 2013 г.

МАЙ уйăхĕн 20-мĕ- шĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Хĕрарăмĕсен Канашĕн председателĕпе, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе Екатерина Лаховăпа тĕл пулнă.

Депутат республикăна регионсен хушшинчи «Ачасен интересĕсемшĕн ĕçлемелли наци стратегийĕ: ăнăçлă тата хÿтлĕхлĕ ачалăха тивĕçтерес енĕпе хĕрарăмсен Канашĕсем тунă пуçарусем. Ĕç опычĕ» конференцие хутшăнма килнĕ.

Михаил Игнатьев Екатерина Лахована Чăваш Ен тĕлĕшпе тимлĕ пулнăшăн, Раççей Хĕрарăмĕсен Канашĕн председателĕ пулнă май çемье институтне çирĕплетме пысăк тÿпе хывнăшăн тав тунă.

Екатерина Лахова палăртнă тăрăх – Шупашкарта регионсен хушшинчи конференцие ирттерни ăнсăртран мар. «Чăваш Енре сывлăх сыхлавĕнче, социаллă политикăра, вĕренÿре, ытти сферăра ырă улшăнусем пулса иртеççĕ. Республикăра Ачасен интересĕсемшĕн ĕçлемелли наци стратегине пурнăçламалли плана йышăннă, кирлĕ укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Ача амăшĕпе ачалăха хÿтĕлес енĕпе çине тăраççĕ, кунта тăнăçлăх хуçаланать, 126 наци çынни мирпе килĕшÿ- ллĕ пурăнать. Республикăри Хĕрарăмсен Канашĕ – пурне те шута илсе йĕркеленĕ организаци, унăн уйрăмĕсем мĕн пур районта ĕçлеççĕ. Çакă та пĕлтерĕшлĕ: çемье институтне пулăшасси – Чăваш Республикинче тытса пыракан политикăн тĕп çул-йĕрĕ. Ачана çемьерен лайăхрах никам та хÿтĕ-леймест вĕт», – тенĕ вăл.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика