Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Театр коллективĕсене –Дипломсем

22 мая 2013 г.

Театр коллективĕсене –Дипломсем

 

Çак кунсенче Шупашкар районĕнчи Апаш ялĕнче театра юратакансен республикăри «Яланах театр» фестиваль-конкурсăн финалĕ иртнĕ. Пысăк мероприятие республикăри илемлĕ пултарулăхăн 84 театр коллективĕ хутшăннă. Ăна Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, республикăри халăх пултарулăх çурчĕ йĕркеленĕ.

 

Çак сумлă фестиваль-конкурсра Шăмăршăри Валентина Львова режиссер ертсе пыракан халăх театрĕ те хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă. Пирĕн коллектив «Спектакльти чи лайăх сыпăк» (Н.Угарин пьеси тăрăх хатĕрленĕ «Юнпа вараланнă фата» тата А.Сухан çырнă «Вĕрентеççĕ арăмсем» спектакльсен сыпăкĕсем), «Курăмлă анекдот» («Кушак», «Телевизор» инсценировкăсем), «Миниатюрăна ăста кăтартасси» («Качча каяс килет», «Кукăль çиес килет», «Шупашкар мыскари» миниатюрăсем) номинацисенче вăй виçнĕ.

Сумлă жюри коллективсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсен фестивалĕн Гран-прине Шăмăршă районĕн культура аталанăвĕн центрĕ çумĕ-нчи халăх театрĕ çĕнсе илни палăрнă. Пирĕн пултаруллă коллектива жюри Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин тата республикăри халăх çурчĕн Дипломĕпе чысланă.

«Миниатюрăна ăста кăтартасси» номинаци тăрăх Шăмăршăри ачасен «Çăлтăрчăк» театр студине те сумлă Диплом парса хисепленĕ (режиссерĕ Валентина Львова). Пĕчĕк актерсем «Призывник – врач патĕнче» инсценировкăна ĕненмелле те витĕмлĕн кăтартса панă.

Т.СЕРГУНОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика