Иртнĕ уйăх вĕçĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев ирттернĕ канашлура нумай хваттерлĕ çуртсенче энерги ресурсĕсемпе усă курнине шута илекен приборсем вырнаçтарасси пирки ыйту сÿтсе явнă. Электроэнергипе перекетлĕ усă курасси мĕнле пурнăçланни çинчен Чăваш Республикинчи строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков каласа кăтартать.
– Олег Иванович, çуртра пурте усă куракан энерги ресурсĕсене шута илекен приборсене вырнаçтарассине хăш районсенче вĕçленĕ;
– 2013 çулхи апрель уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне çак ĕçсене 9 муниципаллă пĕрлешÿре: Улатăр, Элĕк, Патăрьел, Канаш, Муркаш, Шăмăршă, Етĕрне, Елчĕк тата Тăвай районĕсенче вĕçленĕ. Палăртнă вăхăт тĕлне республикăри нумай хваттерлĕ çуртсенче энерги ресурсĕ-сене шута илекен приборсене 93,93 процент вырнаçтарнă. Çуртсене хутса ăшăтнине 88,82 процент, вĕри шывпа усă курнине 96,35 процент, сивĕ шывпа усă курнине 86,45 процент, электроэнергипе усă курнине 99,55 процент шута илнĕ.
– Энерги ресурсĕ-семпе перекетлĕ усă курнин хушма лайăх енĕсем те пур. Çаксем пирки вулакансене пĕлтерме пулать-и;
– «Пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх реформин аталанăвĕн фончĕ çинчен» федераци саккунĕпе килĕшÿл-лĕн Раççей Федерацийĕн субъекчĕсене фондран укçа-тенкĕ уйăрнă чухне шăпах çуртра пурте усă куракан энерги ресурсĕ-сене шута илекен приборсене вырнаçтарассипе мĕнле ĕçленине шута илеççĕ. Асăннă условисем пирки районсемпе хуласен муниципалитечĕ-сене лайăх ăнлантарса панă. Çапла майпа июль уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне нумай хваттерлĕ çуртсенче энерги ресурсĕ-сене шута илекен приборсене вырнаçтарассине вĕçлемелле.
– Нумай хваттерлĕ çуртсенче энерги ресурсĕсене шута илекен приборсене вырнаçтарма кама шанаççĕ;
– Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн 2012 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕччен хваттерсен хуçисен çак ĕçе хăйсен вĕçлемелле пулнă. Халĕ, нумай хваттерлĕ çуртсенчи харпăрлăх хуçисемпе килĕ-шсе татăлнă хыççăн, ĕçе пурнăçлама пурлăхпа тивĕçтерекен организацисене шанса панă. Ăна кăçалхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле.