Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăххипе начарри юнашарах

22 мая 2013 г.

Çуркунне çитсен ялсенчи урамсемпе кил таврашĕсенче, юхан шыв çыранĕсемпе çырма-çатрара тирпей-илем тумалли çинчен аса илтерсех тăраççĕ. Çавăн пекех çынсен масарсем пирки те манса каймалла мар. Вĕсене те ялан тасалăхра тытма тăрăшмалла.

Акă Пуянкасси ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçарăвĕпе, иртнĕ шăмат кун, Кахăрлă Шăхаль масарне тасамарлăхпа курăкран тасатма ял çыннисем пухăннă. Шел, хăшĕ-пĕ- ри çак сăваплă ĕçе хутшăнма вăхăт çитереймен е, тĕрĕсрех, çакăн çине алă сулнă. Апла пулсан та тăрăшса ĕçлекенсем сахаллăн пулман. Вăй питти çынсемпе юнашар тивĕçлĕ канурисем те тăрăшнă.

Çÿп-çапа илсе тухса турттарса кайма Пуянкасси ял тăрăхĕн депутатсен Канашĕн депутачĕ О.Кузнецов тата Ю.Осипов транспортпа тивĕçтернĕ. Г.Андреева вара спонсор пулăшăвĕ панă.

Ял тăрăхĕнчи ытти ялсенче те çак ĕçе халĕ-рех пурнăçлама палăртнă.

В.БОГАТНОВА,

Пуянкасси ял тăрăхĕн специалисчĕ.

Масар чи таса та сăваплă вырăн. Унта пиртен уйрăлса кайнă тăвансемпе тус-юлташ выртать. Çавăнпа та ăна яланах тирпейре, тасалăхра тытмалла. Анчах çакна эпир час-часах манса каятпăр. Хăш-пĕр вил тăприсене тирпейлекен те çук.

Шăмăршă ялĕн масарĕ çине кайсан тепĕр киревсĕр ÿкерчĕк куç умне тухса тăчĕ. Пĕр кĕтÿ качака унта çÿрет. Вĕсем лартнă чечексемпе тĕмсене çиеççĕ, таптаççĕ, варалаççĕ. Маларах урамсенче çÿренипе тарăхаттăмăр пулсан, халĕ вĕсем масар çинче те «хуçалана» пуçларĕç. Нивушлĕ выльăх усракансен вĕсене кăкарса тăратма пулмасть е качака кĕтĕвĕ йĕркелеме ăс çитмест; Пĕр вĕçĕмсĕр çакăн пирки калаçатпăр пулсан та усси çук. Хăçан та пулсан йĕркене кĕрсе пурăнма пуçлăпăр-ши эпир;

Ф.КУЗНЕЦОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика