Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пултаруллă та пуçаруллă вĕренекенсем сахал мар. Вĕсем вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ, спортра пысăк çитĕ- нÿсем тăваççĕ, обществăлла ĕçсене хастар хутшăнаççĕ. 2013 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн уйăхсерен тÿлесе тăракан стипендине илме тивĕçнисем те пур кунта. Гузель Емдихановапа Инна Осипова (сылтăмри) республикăри стипендие тивĕçнĕ 1000 хĕрпе каччă шутне кĕнĕ.
Гузель – шкулта ачасен «Туслăх» пĕрлешĕвĕн председателĕ. Вăл яланах мероприятисене çĕнĕлĕх сĕмĕ кĕртме тăрăшать. Ĕçченлĕхпе, яваплăхпа хĕр палăрса тăнăран çак организаци районта та, республикăра та палăрнă. Паллах, ĕç пахалăхĕ, ÿсĕмĕ ăна ертсе пыраканран нумай килет.
Г.Емдиханован хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе те савăнмалăх пур. 2011 çулта районта ачасемпе çамрăксен пĕрлешĕвĕсен «Чи лайăх лидер» ята тивĕçнĕ. Вăл тухăçлă ертсе пынăран «Туслăх» пĕрлешÿ Пĕтĕм Раççейри ачасен экологи дружинисен «Симĕс планета-2011» республикăри тапхăрăн çĕнтерÿçи пулнă. Çав çулах «Çут çанталăкри пушар – халăх куççулĕ», «Таса çырансем» тата ытти акцисене хастар хутшăннă.
Ырă кăмăллăх эрнине те хастар хутшăнать Гузель. Шкулта кашни çулах «Мĕнле ĕçе те чунпа пурнăçла, ырăлăх санра хуçалантăр» ятпа иртекен ырăлăх эрнинче аслă классенче вĕренекенсем кĕçĕннисене кĕнекесем парнелеççĕ. Ку ĕçре те унăн тÿпи пысăк. Ватăсене пулăшасси пирки те манмаççĕ «Туслăх» пĕрлешÿ членĕсем. Гузель пĕрремĕш класранпа «пиллĕк» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать. Кĕнекесем вулама юратать, районти предмет олимпиадисене яланах хутшăнать.
Спорт та уншăн ют мар. Вăл волейбол-баскетболла вылять, çăмăл атлетикăра, йĕлтĕр спортĕнче çитĕнÿсем тăвать.
Инна Осипова та «Туслăх» пĕрлешĕвĕн лидерĕ. Ырă кăмăллă, çепĕç чĕлхеллĕ хĕре вун-вун мероприятире курма пулать. Вăл юрăсем те шăрантарать, ертÿçĕ пулса та тăрăшать.
Шкулти «Эпир – сывă çĕр-шыв!» сывлăх командин командирне суйланă Иннăна. Нумай акцисене хутшăнаççĕ кунта çÿрекенсем, час-часах тĕрлĕ темăсемпе тренингсем йĕркелеççĕ. Пирус, эрех, наркотик сиенĕ çинчен те калаçусем ирттереççĕ. Кÿршĕ ялсенчи шкулсене те тухса тĕл пулусем тăваççĕ. Паллах, «Сывă пурнăç йĕркишĕн» акцире вĕсен ĕçĕсене яланах пысăк хак параççĕ. Республикăра иртекен мероприятисене хутшăнаççĕ, лайăх енчен палăраççĕ. Çакă веçех И.Осипова тăрăшнăран, ÿркенменрен пурнăçланса пырать.
Чи лайăх паллăсемпе кăна вĕренекен хĕр ÿкерме юратать. Класс, шкул стена хаçачĕсене илемлетет, ÿкерчĕксен районти конкурсĕсене хутшăнать. Предмет олимпиадисенче те малтисен ретĕнче вăл. Пĕлнипе кăна çырлахмасть, татах та татах пĕлме тăрăшать. Нихăçан та çурма çулта чарăнса тăмасть, палăртнă тĕллев патне яланах çитет.
Çутă ĕмĕтсемпе пурăнаççĕ стипендиатсем. Шкулпа сыв пуллашнă хыççăн хăйсем килĕштерекен профессисене суйласа илĕç. Малашне те хăйсен ашшĕ-амăшне, вĕрентекенĕсене савăнтарса пырĕç.
А.МИХАЙЛОВ.