Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирус ан турт, хĕрарăм

22 мая 2013 г.

ВИÇĔ-тăватă çулти чĕрĕ пуканесем хăйăр купи çинче вылянине асăрхаса ларакан икĕ çамрăк хĕрарăм хĕрсех калаçаççĕ. Вăхăтăн-вăхăтăн аллисенчи сигаречĕсене ĕмсе илсе рехетленеççĕ. Хăйсем çамрăк та чипер. Çаплах мăкăрлантарас пулсан малашлăхра мĕн кĕтни пирки канăçсăрланмаççĕ те-ши вĕсем;

Пирус туртакан хĕрарăмсенчен чылайăшĕн шухăшĕпе – вĕсем арçынсенчен пĕрре те кая мар. Чăн та, кая мар. Сăлтавĕ паллă: хĕрарăм организмĕ никотина хăвăртрах хăнăхать те тĕрлĕ чир-чĕр парнелет. Сасă хăйăлтатнишĕн, ÿт сарăхса типме тытăннишĕн арсем питех кулянмĕç, анчах этемлĕхĕн черченкĕ çурришĕн çакă – пысăк инкек. Никотин, тĕрĕссипе, арлăха пăхса тăмасть-ха, иккĕшне те пĕтерет, анчах хĕрарăмсене ытларах нушалантарать.

Ашшĕпе амăшĕ пирус туртни пулас ачана пĕрешкел витĕм кÿ- рет тейĕпĕр. Çапах та тĕпренчĕк хĕрарăм варĕнче аталанать-çке. Вăл вара ăна 9 уйăх пируспа тĕтĕрет. Туртакан хĕрарăмăн пулас ачин юнĕнче табак наркăмăшĕн концентрацийĕ хăйĕннинчен те пысăкрах. Каярахпа вара кăкăр сĕчĕпе пĕрле кĕрекен никотин пепкене сиенлет.

Пирус туртаканăн ачи çураличченех е çут тĕнчене килнĕ-килменех вилес хăрушлăх пысăк. Чĕрĕ юлсан та йĕркеллĕ аталанасси иккĕлентерет: час-часах чирлекен пулать. Çитĕнсе пынă май вăл та пирус серепине çакланать.

Хĕрарăм пирус туртнине хăйĕн ирĕкĕшĕн кĕрешнипе сăлтавлать тăк ачисемпе мăнукĕсем хур кураççĕ. Хĕрсен шухăшĕпе – ирĕклĕ суйлав вĕсен кăна мар.

Чăн та, каччăсене пирус мăкăрлантаракан хĕрпе çыхăну тытма çăмăлрах. Пĕрле туртни çынсене танлаштарать. Арçын савакан çынна пьедестал çинчен шухăшпа çĕре антарать.

Тĕтĕм-сĕрĕме пĕрле явăнтарни мĕн парать-ха; Иккĕшĕ те хăйсене ирĕклĕ туяççĕ, именесси вĕçленет. Каччăсемшĕн кун пек вариант питĕ юрăхлă, хĕрарăмсене хăвăртах парăнтарма май килет.

Арçынсен те хăйсене килĕ-шекен хĕрарăмăн идеалĕ пур вĕт: вăл туртмасть, çăмăллăнах парăнмасть. Енчен те пике унăн тĕллевĕ-нчипе пĕр килмест тĕк каччă унпа вăхăта киленÿллĕн ирттерет те малалла, ĕмĕчĕ патнелле талпăнать.

Хĕрарăмсен «модăпа килĕшÿл- лĕ» текен ăнлавĕ арçынсене чăннипех тĕлĕнтерет. Пурнăçран юласшăн пулманнипе вĕсем укçа-тенкĕ- пе, сывлăхпа кăна мар, илемпе те çăмăллăнах сыв пуллашаççĕ.

Асра тытăр:

– Сигаретăн 1-2 пачкинче вилĕм кÿмелĕх никотин «упранать». Пирус туртакана çăлса хăвараканни – çак дозăна вăл организма харăсах мар, пайăн-пайăн кĕртни.

– Пирус туртакан вăтам çын кунне ăна 200 хут ĕмсе илет. Кашни хутĕнче наркăмăшлă 30 ытла япалана ăша ярать.

– Тăтăшах туртакансен 25 проценчĕ çавна пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать.

– 3 уйăх туртнă хыççăн çын пируссăр пурăнаймасть. Хĕрарăмсем ăна хăвăртрах хăнăхса çитеççĕ.

Н.ПОЛЯКОВА,

врач.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика