Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Те кулмалла, те йĕмелле…»

22 мая 2013 г.

(Сочиненисенчи йăнăш йĕркесем)

«Малтанхи чĕрĕк вĕçĕнче эпĕ çеç лайăх вĕренекен пултăм. Çакăншăн мана хамăн класс хĕрачисем çырмара тытса хĕнерĕç. Икĕ кун шкула каяймарăм».

«Асаттесен аттисем юн тăкса çĕр-шыва хурахсенчен сыхланă».

«Халĕ пулсан Нарспине çын вĕлернĕшĕн милицисем тытса каятчĕç-ха».

«Салампи Анатолий Алмазова юратман пулмалла, тен, юратнă та, турă кăна пĕлет, анчах ача çуратнă Салампи хăй ачинех юратнă, уншăн пурăнас тенĕ, арçын та кирлĕ мар тенĕ».

«Ман умра «Хура çăкăр» кĕнеке выртать. Хумханса, алсене чĕтрентерсе алла илетĕп ăна, макăра-макăра уçатăп, геройсене шеллетĕп, уйрăмах Тухтар пиншакне. Питĕ хăйне килĕшетчĕ, мăнтăр Шерккее юрамасть те вĕт пиншакĕ».

«Катăк Çăвар – вĕçкĕн çын. Судьясемпе те вăл вĕçкĕнле калаçать: «Ни Сăпани не видал, ни на базар не хăжу». Паллах, укçа çуккипе каймасть вăл пасара».

«Чăваш юрринче чун та пур, юн та пур».

«Арçури çул çине тухать те вăрăм хÿрине вылятса питĕ хытă мĕкĕрет, Хĕветĕре хăратать».

«Хĕвел ансан Хĕветĕр, эпир ăна пĕлетпĕр, хăйĕн ырхан лашине кÿлет те юлашки хытса кайнă çăкăрне сивĕнесрен ăшă хĕве хурать те аран-аран уткаласа вăрмана каять».

«Анне мана яланах, ыйхă килмесен, Çеçпĕлĕн çулăмлă сăввисемпе çывратса яратчĕ».

«Нарспин вĕри чĕри хальхи чăваш пикисенче тапса тăрать».

«Халĕ нумай каччăсем юрату мĕнне пĕлмеççĕ, хĕрсем çине тапăнаççĕ. Унашкал каччăсенчен пирĕн, хĕрсен, тăватă уран тармалла».

«Илпек «Хура çăкăрта» çăкăра мĕнле çимеллине вĕрентет».

«Ф.Павлов Çтаппанĕ ни ăсĕпе, ни сăнĕпе илĕртмест хĕрарăмсене».

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика