Пĕр-пĕр уяв канмалли-савăнмалли пулăм кăна мар, вăл – ĕçлĕ çыхăнусене анлăлатмалли хутшăну та. Ун пек пĕлтерĕ- шлĕ уявсенчен пĕри – Республика кунĕ. Ăна çÿл-лĕ шайра йĕркелесе ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕ хăйĕн черетлĕ канашлăвĕнче унпа çыхăннă ыйтусене тепĕр хут тĕплĕ тишкернĕ. Канашлăва Иван Моторин премьер-министр ертсе пынă.
Тĕрлĕ ведомствăсем хăйсен яваплă тытăмĕсем тĕп уява мĕнле хатĕрленнине, палăртнинчен мĕн-мĕн пурнăçланнипе паллаштарнă. Программăра ытларах культурăпа йăла-йĕрке мероприятийĕ-сем пулнăран вĕсем çинче ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов пайăррăн чарăнса тăнă. Вадим Петрович каланă тăрăх – йĕркелÿ ыйтăвĕсене пĕтĕмпех татса панă, мероприятисен планне çирĕплетнĕ, уява хутшăнма çĕр-шыври чăвашсем компактлă пурăнакан республикăсемпе облаçсен, крайсен, çавăн пекех Азербайджан, Украина, Болгари, Эстони, Беларуç, Палестина тата ытти патшалăх ертÿлĕхĕсем патне йыхрав янă. Хальлĕхе 13 регионран уява килессине пĕлтернĕ. Беларуçпе Эстонирен художество пултарулăхĕн икшер коллективĕ çула тухма хатĕр. «Раççей çăл куçĕсем» халăх пултарулăхĕн 21-мĕш фестивальне хамăр республикăран кăна 200 ытла коллектив хутшăнĕ.
Кăçалхи пĕтĕм чăвашсен «Акатуй» программинче çĕнĕлĕх питĕ нумай. Вăл хăнасемшĕн уйрăмах тĕлĕнтермĕш пулĕ. Аякран килнисене Тăвай райо- нĕнче те (Республика кунĕ кăçал кунта иртет) хăйсен пултарулăхне сцена çинчен кăтартма май туса парĕç.
Республика кунĕ ахаль уяв кăна пулманнине, вăл халăхсен туслăхне çирĕплетекен, ĕçлĕ хутшăнусен чиккисене анлăлатакан, çавăнпа пĕрлех республикăн социаллă сферипе экономикине, хăватне ÿстерекен праçника çаврăннине никама та ăнлантарма кирлĕ мар. Çав кунсенче Шупашкарта кăна çĕнĕ 16 объект хута каймалла. Вĕсен шутĕнче – пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсем, суту-илÿ вырăнĕсем, шкул умĕнхи çулсенчи ачасен учрежденийĕ-сем, шкулсем.
Ю.СТЕПНОВ.