Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухăçшăн тăрăшса

25 мая 2013 г.

Районти хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ çурхи культурăсене акса пĕтернĕ. Пахча çимĕç акасси те вĕçленсе пырать. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 8904 гектар акса хăварнă. Ку вăл планпа пăхнин 100 проценчĕпе танлашать. Хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ çурхи культурăсем акма вăрлăхсемпе тата минераллă удобренисемпе туллин тивĕçтерсе тăнă.

Паянхи кун тĕлне хуçалăхсенче 183 гектар çĕр улми лартнă (планпа пăхнин 55,1 проценчĕ), 14 гектар пахча çимĕç (планпа – 20 гектар), 60 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ, 163 гектар силослăх куккурус акнă. Пĕр çул ÿсекен курăксене 120 гектар, нумай çул ÿсекен курăксене 98 гектар лаптăк çинче акса хăварнă.

Тухăçшăн тăрăшса, тĕрлĕ хурт-кăпшанкăран сыхланса ятарлă агрегатсемпе 1630 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене хими препарачĕсемпе пĕрĕхсе тухнă.

В.СЕВРЮГИН,

район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика