Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çырав иртĕ

25 мая 2013 г.

Раççей Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшчен Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ иртĕ. Аякри тата çитме йывăр территорисенче çырава 2016 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 15-мĕшчен ирттерме палăртнă.

Юлашки хут Раççейре ял хуçалăх çыравĕ 2006 çулта иртнĕ. Ун чухне ял хуçалăх организацийĕсемпе предприятийĕсене – 60 пин, фермер (хресчен) хуçалăхĕсене – 253 пин, уйрăм пайтаçăсене – 32 пин, хушма тата ытти уйрăм хуçалăха – 23 млн, сад, пахча, выльăх-чĕрлĕх тата дача коммерциллĕ мар пĕрлешĕвĕсене 80 пин шута илнĕ. 2006 çулхи çырав кăтартăвĕпе Чăваш Енре ял хуçалăх предприятийĕ – 1 пин, фермер (хресчен) хуçалăхĕпе уйрăм пайтаçăсем – 2 пин, коммерциллĕ мар пĕрлешÿсем – 733, хушма тата уйрăм хуçалăхсем – 270 пин (çав шутра ялсенче 235 пин).

Ял хуçалăх отраслĕнчи лару-тăрăва шута илни патшалăха аграри секторĕн политикине тухăçлăрах йĕркелесе пыма, яла тĕллевлĕ пулăшма май парĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика