Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕх – укçа çăл куçĕ

25 мая 2013 г.

Палтиелĕнчи Р.Билалов килти хушма хуçалăха аталантарас енĕпе ырми-канми тăрăшать. Выльăх-чĕрлĕхсĕр вăл хăйĕн пурнăçне курма та пултараймасть. Ир пуçласа каçченех унăн аллинче ĕç «вĕресе» кăна тăрать.

– Ялта ĕç çук тесе çемçе диван çинче выртнипе нимĕн те пулмасть, – тет Реис Гилазетдинович. – Кил картинче выльăх-чĕрлĕх усрасан самаях укçа-тенкĕллĕ пулатăн. Ял çыннин ÿркенмелле, ĕçрен писмелле кăна мар, вара веçех йĕркеллĕ пулать.

Ĕçчен çын сăмахĕсемпе килĕшмесĕр май çук. Ара, выльăх-чĕрлĕх усрани çемье бюджетне те пуянлатма май парать-çке.

Билаловсен кил картинче лашапа икĕ тиха, икĕ ĕнепе тăватă пăру, чăхсемпе хурсем тытаççĕ. Выльăхсем валли çу каçĕпех утă-улăм хатĕрлеççĕ. Унсăрăн ниепле те май çук, хĕл хырăмĕ пысăк-çке. Килте лаша пурри те пысăк пулăшу парать. Реис Гилазетдинович ял çыннисене çĕр улми лартнă, йăрансен хушшине чĕрнĕ чухне урхамахĕпе нумай пулăшать. Çакăншăн ăна сахал мар тав тăваççĕ.

Н.ХАБИБУЛЛИНА,

Палтиел ял тăрăхĕн администрацийĕн

специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика