Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пайĕ-нче хальхи вăхăтра хĕрÿ призыв тапхăрĕ пырать.
– Çак призывра икĕ районтан пурĕ 150 çамрăка çар службине яма палăртнă, – каласа парать пай ертÿçи, запасри майор Павел Васюков. – Призыв ĕç-хĕлĕ графикпа килĕшÿллĕн пырать.
Павел Георгиевич каланă тăрăх, паянхи кун тĕлне Шăмăршă районĕнчен 3 çамрăка Канашри призыв пунктне леçнĕ. Майăн 27-мĕшĕнчен тытăнса призывниксене пысăкрах ушкăнсемпе ăсатма пуçлаççĕ.
Çар комиссариачĕн пайĕн направленийĕпе районти 2 çамрăк водителе вĕреннĕ. Вĕсем часах çар техникин рулĕ умне ларĕç. Хальхи вăхăтра тата 7 çамрăка водителе вĕренме янă. Çак специалистсене кĕрхи призывра салтака ăсатаççĕ.
Тĕпрен илсен, хальхи призывра салтак стройне тăракан район çамрăкĕ-сем служба тивĕçне Шалти çарсенче, Типĕ çĕр çинчи çарсенче, Çар-тинĕс флотĕ-нче, Сывлăш-десант тата Çар-космос çарĕсенче пурнăçлĕç. Пайра призывниксен юлашки ушкăнне июль пуçламăшĕнче Канаша ăсатма палăртаççĕ.
Пай ертÿçине пăшăрхантаракан ыйту та пур. Сăмахран, хăш-пĕр çамрăксем палăртнă вăхăтра призыв мероприятийĕсене килмеççĕ. Ку вара салтака каяссинчен пăрăнни шутланать. Çакнашкал фактсем тăрăх пай сотрудникĕ-сем тивĕçлĕ материалсем хатĕрлесе районсем хушшинчи следстви комитетне тăратма шутлаççĕ. Пĕр çул службăра пиçĕхсе чăн-чăн арçын пулса тăни РФ УКĕн 328 статйи тăрăх айăпланса биографие яланлăхах вараланинчен темиçе хут лайăхрах пулнине ăнланмаççĕ-шим хăш-пĕр çамрăксем; Ял-йышра салтакра пулнисене яланах ытларах хисепленине те манас марччĕ. Раççей Федерацийĕн Конституцийĕнче, «Çар тивĕçĕ тата çар служби çинчен» саккунĕнче салтака юрăхлă кашни арçыннăн служба тивĕçне пурнăçламаллине уçăмлăн палăртса хăварнă. Кун пирки çамрăксен манма юрамасть. Саккун йĕркисем пирки ашшĕ-амăшĕн те хăйсен ывăлĕсене ăнлантарма, салтак стройĕнче тăни хисеплĕ тивĕç пулнине ăша хывтарма тăрăшмалла.
Çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пайĕ салтакран таврăннă çамрăксене контракт йĕркипе службăна ярассипе малалла ĕçлет. Кăçал тивĕçлĕ документсем хатĕрлесе 5 çамрăка службăна ăсатнă. Хальхи вăхăтра хамăрпа кÿршĕллĕ регионти – Ульяновскри Сывлăш-десант çарĕсен уйрăм бригадинче, Центрти çар округĕнчи ытти чаçсенче контракт йĕркипе службăра тăма пулать. Службăри условисем те, шалу укçи те – тивĕçлĕ шайра.
И.АНАНЬЕВ.