Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Стипендиатшăн – юлашки шăнкăрав

25 мая 2013 г.

Стипендиатшăн – юлашки шăнкăрав

 

Пирĕн тăрăхра сайра тĕл пулакан ят унăн. Ячĕ вара унăн сăнĕпе, хăйне тыткаларăшĕпе килĕшсе тăрать. Çепĕç чĕлхеллĕ те ырă кăмăллă вăл. Ваттисемпе ватăлла, çамрăксемпе çамрăкла калаçать. Юлташĕсем те ăна хисеплеççĕ, вĕренÿ енĕпе сиксе тухакан ыйтусемпе те унпа канашлаççĕ. Вăй çитнĕ таран пурне те пулăшма тăрăшать вăл.

 

Çак хĕр – Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Диана Тимофеева. Вăл 2013 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕ. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, çак чыса пултаруллă та пуçаруллă, вĕренÿре, ĕçре, спортра пысăк çитĕнÿсем тăвакансем тивĕçеççĕ.

Диана вĕренÿре лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕ-рсе пырать. Ăна яланах çĕнĕлĕхсем интереслентереççĕ. Вăл тавра курăмне анлăлатас шухăшпа пурăнать: кĕнекесем вулать, интернетпа усă курса хăйне кирлĕ материалсем шырать. Тĕпчесси, пĕтĕмлетÿсем тăвасси яланах уншăн пĕлтерĕшлĕ. Хуравĕсем те унăн анлă та витĕмлĕ.

Хĕр 2011 çултанпа шкулти ачасен «Пĕрле» пĕрлешĕвĕн ертÿçи. Çак пĕрлешÿре вăл пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕçсем сахал мар пуçарса янă. Диана ертсе пыракан пĕрлешÿ районти конкурссемпе мероприятисенче те лайăх енчен кăна палăрнă, Дипломсемпе Грамотăсене тивĕçнĕ. Паллах, ертÿçĕ хăй те яланах çĕнтерÿçĕсен шутне кĕнĕ.

Тĕрлĕ енлĕн аталанса пыракан хĕр илемлĕ юрлать, ташлать, ÿкерет. Вăл ачасене хушма пĕлÿ паракан «Шăмăршăри ачасен ÿнер шкулĕ-нче» те пĕлÿ илнĕ.

Сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тăрăшать. Вăл кашни ир физкультура хусканăвĕсем тăвать, сивĕ шывпа çăвăнать. Юлташĕсемпе пĕлĕшĕсене те çаплах пурăнма сĕнет.

Паян Диана Тимофеевашăн юлашки шăнкăрав янăрать. Умра – экзаменсем, пурнăçăн анлă çулĕ тăсăлса выртать. Хĕршĕн çĕнĕ тапхăр пуçланать. Пултаруллă хĕре ăнăçу тата çĕнĕ çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсем сунатпăр.

А.МИХАЙЛОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика