Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçпе кану юнашарах

25 мая 2013 г.

Кашни çулах Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта аслăрах классенче вĕренекенсем районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă хăйсем валли укçа ĕçлесе илес тесе ĕçе вырнаçаççĕ. Шкулти «Юность» ĕç бригади кăçал та хастар вăй хуратех ĕнтĕ. Хĕрсемпе каччăсем ĕçе пуçăннă та, вĕсем ял тăрăхĕн пуçлăхĕ- пе, В.Угаринпа пĕрле ял урамĕсене çÿп-çаппа тасамарлăхран тасатнă. Çавăн пекех асфальтлă çул хĕрринче тирпей-илем тăвас тĕлĕшпе тимленĕ. Ушкăнпа ĕç те кал-кал пынă.

Ĕç бригадине сахал тупăшлă, тулли мар çемьесенче çитĕнекен, хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан ачасене те явăçтарнă. Çуллахи каникулта вĕренекенсем вăхăтне усăллă ирттерĕç, ĕçпе кану вĕсемшĕн юнашарах пулĕ.

Н.УГАРИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика