Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çвяттуйсен ячĕпе

29 мая 2013 г.

Çвяттуйсен ячĕпе

 

Славянсен çырулăхĕпе культурин кунĕн- че, майăн 24-мĕшĕнче, славянсен çырулăхне йĕркелесе янă Мефодийпе Кирилл çвяттуйсен ячĕпе Шăмăршăри Христос çурални ячĕллĕ чиркÿре кĕлĕ иртнĕ. Кун хыççăн, Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн IV округĕн (Шăмăршă районĕ) благочиннăйĕ Николай Чувашов протоиерей ертсе пынипе, çак чиркÿ тата Космовский урамĕнче тăвакан çĕнĕ храм йĕри-тавра Турра ĕненекенсем Хĕреслĕ çул (Крестный ход) туса çаврăннă.

Пирĕн йăх-несĕле пуçарса яракансене апостолсемпе пĕр тан Мефодийпе Кирилл çвяттуйсем Иисус Христос Турă вĕренĕвне ăша хывма анлă çул уçса панă – вĕсем Турă Çырăвне (Священное Писание) славянсен чĕлхине куçарнă, çапла майпа чиркÿ культурин, Руçри православи халăхĕсен кăмăл-сипет пĕрлĕхĕн никĕс- не хывса хăварнă. Çак сăваплă пулăм иртнĕ тапхăрти, хальхи тата малашнехи пурнăçа чăн ĕненÿпе çирĕплетме май панă.

Чиркĕве кĕлле килнĕ, Хĕреслĕ çул тума хутшăннă çынсене Николай атте чĕререн тав тунă, пысăк праçник ячĕпе саламласа пурне те ырлăх-сывлăх суннă.

(Пирĕн инф.).

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика