Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕрен пурăнма вĕрентĕм

29 мая 2013 г.

 

Шăплăха сирсе шăпчăк юрă юрлатчĕ. Савăнăçĕ унăн çепĕç кĕвĕллĕ юрринче пулĕ. Унăн юрри нумай çамрăк чĕринче хаваслăх туйăмĕ çуратать. Пирĕн те çаплахчĕ. Анчах мана савнă çынпа шыв хĕрринче анса ларса çепĕç чĕлхеллĕ шăпчăк сассипе киленсе ларма Турă çырман-тăр. Тÿпере те, шыв çинче те йăлтăракан çăлтăрсен ытамĕнче ларакансем çемье çавăрасси пирки калаçаттăмăр. Пурнăçланаймарĕ пирĕн ĕмĕт. Савнă çыннăм аварие çакланса ĕмĕрлĕхех манран уйрăлса кайрĕ. Ун чухне манăн та юратăвăм çумне тупăка кĕрсе выртас килетчĕ. Ăна юлашки хут курнине, унпа яланлăхах сыв пуллашнине манăн чĕре йышăнасшăн марччĕ. Ирхине тÿпене çĕкленекен хĕвел те сиввĕн пăхнă, çĕрлехи уйăхăн çути çителĕксĕр пулнăн туйăнатчĕ. Манăн малашлăхри пурнăçа хура чаршав карса хунăччĕ тейĕн. Нимĕн те илтес килместчĕ, никампа та сăмах хушса калаçма вăй-хал çукчĕ. Йывăр пулчĕ, анчах вăхăт чунри тарăн ыратуллă чире сыватрĕ. Ман пуç тăрринче çĕнĕрен çутă çăлтăр йăлтăрарĕ. Эпĕ тепĕр каччăпа паллашрăм. Халĕ хуйхине те, савăнăçне те иксĕмĕр пĕрле пайлатпăр. Туй кĕрлеттерни те самаях вăхăт иртрĕ, хĕр пĕрчи те ÿссе пырать пирĕн. Каснă лартнă ашшĕ вăл.

Çак пурнăçра пĕр юратнă çын вырăнне теприне уйăрса панăшăн Турра тав тăватăп. Упăшка та ырри, лайăххи çакланчĕ. Кашни çулах çимĕкре масар çинче пĕрремĕш юратăвăн вил тăприйĕ çине чечек çыххи хуратпăр. Хĕрес çинчи сăн ÿкерчĕк вара мана яланах телей суннăн туйăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика