Сана куратăп та чĕре вутпа çунать, тĕтĕмĕ çеç курăнмасть. Кăварĕ вара ир те, каç та пĕçертет, пĕрмай сана аса илтерет. Малашлăха ĕненсе шанчăклăн пăхакан мăшăр куçу манăн чуна ăшăтать, пурăнма вăй хăват парать. Çепĕç тутусем йăл кулса сăмах хушсан ĕмĕтсемпе пĕлĕтелле вĕçетĕп. Çапла, ĕмĕтсемпе çеç. Анчах, ăнланатăп эпĕ, эсĕ манăн чĕрене ырă туйăм кÿрекен юмахри Асамçă çеç пулса юлатăн. Сана курнă кашни самант мана хаваслăх кÿрет. Каçсерен куçа хупсан та эсĕ тĕлĕксене килсе тĕлленетĕн.
Эсĕ телейлĕ пулĕ. Анчах каçар та, сан пеккине эпĕ урăх тĕл пулман. Тен, пирĕн çулсем нихăçан та пĕрлешеймĕç. Апла пулсан та сана хĕрринчен юратса пурăнма ан чар. Санăн илемлĕ сăн-кĕлеткÿне сăнаса савăннăшăн ан ятла мана. Вăрттăн сана юратма пултарнишĕн Турра тав тăватăп.
Çăлтăрсем вăййа тухса карталансан, тÿпене çутă уйăх шуса тухсан, вĕсем хушшинче сан сăнна эпĕ ÿкертĕм. Нумай çăлтăр çине санăн илемлĕ сăнна эрешлесе кăларма тăрăшатăп. Анчах уйăхсăр пуçне пĕри те витĕмлĕн санăн янкăр таса куçусене, çепĕç тутуна сăнлаймаççĕ. Эсĕ – уйăх пулсан, манăн – çăлтăр пуласчĕ. Анчах та эпĕ санăн çăлтăру пулайăп-и вара; Эпĕ илемлĕ те, хÿхĕм те мар, хĕрсем кĕтсе пурăнакан шурă лаша çинчи юмахри Паттăр та мар.
Каçар мана, енчен те санăн çепĕç чĕрÿ- не амантрăм пулсан. Санăн таса туйăмусене пăтратнăшăн, çутă ĕмĕтÿсене тĕксĕ-млетнĕшĕн те каçар. Тен, Турри мана сана вăрттăн савма çеç çырнă пулĕ. Мĕнех, шăпаран иртеймĕн. Çапах та санпа ăнсăртран тĕл пулни те маншăн телей.
Ĕмĕтри савни сыв пул, телейлĕ пул. Кун-çулу хаваслă пултăр санăн. Чĕрÿ ан пĕлтĕр тунсăх тенине, куçу ан куртăр хурлăх пуснине.
АЛЕКСАНДР.