Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ир те, каç та кĕтрĕм…

29 мая 2013 г.

Ир те, каç та кĕтрĕм…

 

Сан куçу пĕлĕт тĕслĕ. Çавăнпах-тăр эсĕ кăвак джемпер, кĕпе, галстук туянатăн. Çуркунне хĕвел пĕçертме пуçласанах сăн-питне ылтăн тĕс çапать. Сарлака хул-çурăмлă эсĕ. Кирлех пулсан шăлаварна та хывса юлташна пама хатĕр. Чăн та, çав тери килĕшеттĕнччĕ эсĕ мана.

Пĕрремĕш тĕл пулу халĕ те куç умĕнчех. Таврана каç сĕмĕ çапсан ял çамрăкĕсем çерем çине пуçтарăннăччĕ. Хамăр тăрăхри хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм хушшинче эсир те, практикантсем, пурччĕ. Шăрпăкла вылянă чух эсĕ мана пит çăмартинчен чуп турăн. Кайран çамрăксем киле саланма пуçличченех вăрттăн сăнарăн вĕт, тупата. Ăсатма та пытăн. Çав каç санпа сăмах вакламан. «Ыран урама тухатăн-и, çук-и;» – киле кĕрес умĕн тытрăн алăран. «Пĕлместĕп. Вăхăт çитсен курăнĕ», – хуравларăм кĕскен. «Çук, кала. Сансăр мана кичем пулĕ», – тинкертĕн куçран. Нимĕн те чĕнмерĕм. Йăл кулса кил картине чупса кĕтĕм.

Кашни кун курнăçрăмăр. Эрнерен сана юнашар яла урăх ĕçе куçарчĕç. Çавăнпах 3-4 кунра пĕрре çеç тĕл пултăмăр.

Пĕррехинче вăйăран сан юлташу ăсатса ячĕ. Кил хапхи умĕнче те калаçса тăман унпа. Тĕрĕссипе, пĕр сан çинчен кăна шухăшлаттăмччĕ ун чухне. Вăл вара шанчăклă йытă пекчĕ: кирек кампа сăмах вакласан та, ыталашсан та ÿпкелешместчĕ, пур-пĕрех киле çитиччен юнашар пыратчĕ, мĕн хушнине йăлтах итлетчĕ. Тата... Ятарласа канфет туянатчĕ, тăхтав вăхăтĕнче шкула пыратчĕ, каçхине юрату сăмахĕсем калатчĕ.

Юлташла кăна, вăхăт ирттерме çÿренĕ эпĕ унпа. Эсĕ вара текех вăййа тухмарăн. Мĕнешкел курас килетчĕ сана. «Эсĕ тунсăхланă-ши;» – ялан канăçсăрлантаратчĕ çак шухăш.

Хуравĕ тепĕр 5 çултан тин тупăнчĕ. Шупашкарта ăнсăртран курнăçрăмăр. Эсĕ район центрĕнчен хулана шăллу патне хăнана килнĕ иккен. «Мĕнешкел юратнă эпĕ сана. Асапланнă... Хам пур-пĕрех чуна уçман. Анчах санпа çÿренĕ вăхăт асран тухас çук», – тĕл пулма калаçса татăлнă май пăшăлтатрăн хăлхаран. Кăштахран Мускава «шабаша» тухса кайрăн.

Чăтăмсăррăн кĕтрĕм эс килессе. Вăхăт иртнĕçемĕн те юрату туйăмĕ сĕвĕрĕлмен вĕт. Сана тепĕр хут тĕл пуличчен çывăх пĕлĕшне курма тÿр килчĕ. «Юлташĕпе пĕрле çула май пĕр хĕрарăм патне çÿретчĕ вăл. Часах çав хĕрарăм ача çуратрĕ. Куçĕ кăн-кăвак... Çÿçĕ те сан юлташунни пекех кăтра, сăмси каçăр...» – пытармарĕ пĕлĕшÿ. Канăçа çухатрăм. Çапах та камран çуралнă пепке-ши вăл; Кĕтнĕ вăхăт хăвăрт çитрĕ. «Манăн ирĕксĕрех авланма тивет...» – пуçларăн сăмахна. «Эпĕ йăлтах пĕлетĕп. Телейлĕ пул», – пÿлтĕм сана. «Эпĕ йăнăшнă... Пурнăç урăхла йĕркеленме пултаратчĕ вĕт. Санпа юнашар хама вăйлăрах туятăп», – тăсрăн калаçăва. Эпĕ троллейбус чарăнăвĕ еннелле васкарăм. «Ас тăватăн-и, тахçанах пĕрле пулаймасан пĕр-пĕрне туя чĕнме шантарнăччĕ; Тепĕр эрнере, шăмат кун... Çук, ан кил. Кун пек мана çăмăлрах пулĕ», – малтанхи пекех тытрăн алăран.

Пулас арăмне лайăх пĕлетĕп. Эпир унпа пĕр шкулта вĕреннĕ-çке. Малашне сана хамăр ялта курсан сывлăх сунса иртĕп. Çапах та иксĕмĕр çÿренĕ вырăн иртнине тавăрĕ-ши сана; Çук, çук, эпĕ сана усал сунмастăп. Ĕнерхипе мар, ыранхипе пурăнмалла вĕт. Пирĕн текех юрату çинчен калаçма юрамасть. Эсĕ кĕçех çемье çавăрăн. Манăн та Турă çырни тупăнĕ...

ЕКАТЕРИНА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика