Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрату – хăватлă туйăм

29 мая 2013 г.

Юрату – хăватлă, теççĕ. Унăн хăвачĕ кашни çынрах пур. Ватти те, вĕтти те юратать. Ара, тĕрлĕрен юратма пулать-çке. Анчах çамрăксен чĕрисенчи юрату туйăмне çитекенни çук пулĕ.

Инна саккăрмĕш класра вĕренет пулсан та тантăшĕсемпе пĕрле клуба тухмасчĕ. Юрату кăварĕ те çунтарман ун чĕрине. Урамра уçăлса çÿрес вырăнне вăл тăтăшсах уроксене вĕренетчĕ, кĕнеке вулатчĕ. Тăхăр класс пĕтерсен тинех тантăшĕсемпе уçăлма тухма пуçларĕ. Пĕр класри хĕрсем каччăсемпе выляççĕ кăна. Иннăн пуçĕнче каччă шухăшĕ çук, çавăнпах пулĕ ытти хĕрсем пек каçсерен минтере куççульпе йĕпетмест, чĕри ыратмасть.

Анчах пĕррехинче хĕр-тантăшĕ- пе кÿршĕ ял клубне кайсан Инна каччăпа паллашрĕ. Çÿллĕ те патвар пÿ-силлĕ Алеша тÿрех унăн кăмăлне кайрĕ. Унпа вăл ташланă май çывăхрах паллашрĕ. Уйрăлнă чух каччă ăна телефонпа шăнкăравлассине пĕлтерчĕ. Киле таврăннă май Инна Алеша çинчен тантăшне каласа кăтартрĕ, вăл ăна килĕшни пирки систерчĕ.

Тĕвĕленнĕ юрату çамрăксене шкулта вĕренме хавхалантарчĕ, чунĕсенче çĕнĕ ĕмĕтсем çуратрĕ. Шкул хыççăн вĕсем хулари аслă шкула кайма ĕмĕтленчĕç. Анчах Алешăна салтака илсе кайрĕç. Хулана хĕр пĕчченех вĕçтерчĕ, журналистика уйрăмне вĕренме кĕчĕ. Çарти савнийĕ пирки те манмасть Инна. Ăна кĕтсе илме шантарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика