Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕре çинчи çĕвĕ

29 мая 2013 г.

«ХуÇнă турата сыпаймăн, арканнă юратăва тавăраймăн», – теççĕ халăхра. Мĕншĕн çапла-ши; Шутласассăн, турата сыпса хума пулĕ-ха, анчах суран юлать-çке. Малтанхи пекех хĕвел ăшшипе савăнса сывă ÿсеймест. Юрату та çаплах. Унăн турачĕ çинче мар, чĕре çинче çĕвĕ юлать. Çав çĕвĕ вара юрату серепине путнă çынна ĕмĕр тăршшĕпех хăй пирки аса илтерет.

Юрату вăл – чун ĕçĕ. Çак туйăмăн пылакне ас тивсе курманнисем çеç килĕшмĕç манпа. Паянхи хăш-пĕр çамрăк та çакна ăнланасшăнах мар. Вĕсемшĕн чи малта – укçа, машина, хваттер тата ыт. те. Пуянлăха хапсăнса юратман çынна качча каяççĕ, ĕмĕрĕпе нушаланса пурăнаççĕ. Ара, пĕрремĕш савни, чун савни асран тухмасть-çке! Мĕн тăвăн, юратнă çынран пуянлăх хаклăрах пулсассăн...

Çук, мана пуянлăх интереслентермест. Юрату... Çĕр çинче юратуран хăватли, хакли çук та пулĕ. Хĕр-упраçăн юратмалла, савмалла, анчах чысне çухатмалла мар. Хальхи вăхăтра качча кайиччен хĕрлĕхе упрасси йăларан тухнă. Çапах та кайран упăшка: «Арăм тени çавăн пек пулмалла-и вара;» – тесе ÿпкелеме пуçласан ăçта кайса кĕмелле;

Хальхи вăхăтра «каçхи лĕпĕш» нумайланнине палăртмалла. Çамрăк хĕрсене мĕн çитмест-ши; Мĕншĕн пĕр арçынпа çеç пурăнмаççĕ; Çемье телейне, ăшшине пĕрин валли кăна упрасчĕ. Пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăннине нимĕн те çитмест. Урăхла пулмалла та мар.

АЛИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика