Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика Пуçлăхĕпе – тÿрĕ лини

29 мая 2013 г.

 

МАЙ уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Наци радиовĕн эфирĕ-нче Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тÿрĕ лини иртнĕ. Ăна 105,0 FM тата 72,41 УКВ хумсемпе тата Интернетра «ЧР телерадиокомпанийĕн» ntrk21.ru сайтĕнче трансляциленĕ.

Тÿрĕ лини пуçланас умĕн 900 яхăн ыйтăва йышăннă. Шучĕ- пе пĕрремĕш вырăнта – «Ĕç ветеранĕ» ят парас, граждансене кивелсе çитнĕ çурт-йĕртен куçарас ыйтусем. Иккĕмĕшĕнче – пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри, социаллă çурт-йĕр тăвассипе, коммерци мелĕпе хваттер тара илмелли программăпа, ялта çулсем тăвассипе, юсассипе, ача сачĕсенчи черетсене пĕтерессипе çыхăннă ыйтусем. Çавăн пекех нумайăшне ĕç укçине ÿстерес, граждансен уйрăм категорийĕсене çăмăллăхсем парас ыйтусем канăçсăрлантараççĕ.

Ыйтусем Шупашкартан ытларах килнĕ. Ун хыççăн – Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле, Етĕрне хулисем, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле, Красноармейски, Елчĕк, Патăрьел, Вăрнар, Çĕрпÿ, Элĕк, Комсомольски районĕсем.

В.ВАСИЛЬЕВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика