Шкул ачисен çуллахи каникулĕ пуçланиччен темиçе кун кăна юлчĕ. Чи вăрах тăсăлакан канăвăн сисчĕ-влентерекен енĕ – ачасене çак тапхăрта ашшĕ-амăшĕ тĕрĕслесе-курса тăрайманни. Аслисем ĕçре чухне пепке ăçта, мĕн тăвать; Хăрушлăх вĕсем урамра чухне çеç мар, килте компьютер умĕнче ларнă самантра та сиксе тухма пултарать. Сăлтавĕ – çитĕнекен ăру Интернета çав тери кăмăллани, унăн тĕрлĕ сайчĕпе паллашни.
Çак çивĕч ыйтăва çĕклесе Чăваш Ен Информаци политикин тата Вĕрентÿ министерствисем ашшĕ-амăшĕн уçă пухăвне ирттернĕ. Мероприяти видеоконференци мелĕпе йĕркеленчĕ. Ăна уçнă май информаци политикин министрĕ Валентина Андреева ашшĕ-амăшне çуллахи вăхăтра ачасен тĕлĕшпе сыхă пулма, вĕсене Интернет урлă пулакан преступленисенчен хÿтĕлеме майсем шырамашкăн чĕнсе каланă. Ашшĕ-амăшне ачасене сиенлĕ информацирен хÿтĕлемелли çинчен Чăваш Енри ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов, Роскомнадзорăн Чăваш Енри Управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Евдокимова каласа кăтартнă.
Интернетпа усă курнă чухне пулакан теветкеллĕхрен ачасене сыхлас тĕллевпе республикăра тĕрлĕ мероприяти иртет. Паянхи кун тĕлне ачасен пăхма юраман информациллĕ сайтсен пĕрлехи реестрне хатĕрлесе çирĕплетнĕ. Сетьсенче пулакан правăна хирĕçле контентсем пирки пĕлтермешкĕн «хĕрÿ лини» хута кайнă. Ача-пăча психикине сиенлетекен информацирен хăтăлас текен ашшĕ-амăшĕ валли Раççейре 3 çул ытла «Онлайн ачисем» пулăшу линийĕ ĕçлет.
Роскомнадзор тĕпчевĕсем тăрăх – 2012 çул тĕлне сайтсен страницисенчен 40 проценчĕ – пăхма юраман сайтсен реестрне наркотиксем пирки çырнă информацишĕн, 30 проценчĕ – суицид çинчен хыпарланăшăн, 10 проценчĕ ача-пăча порнографийĕпе паллаштарнăшăн кĕнĕ.
– Тĕрĕслев органĕсем темĕнле çирĕп чару йышăнсан та, чи пĕлтерĕшли – эсир, ашшĕ-амăшĕ сыхă пулни. Хăвăрăн тĕпренчĕкĕр мĕнле сайтсене кĕнине, камсемпе çыхăну тытнине тĕрĕслесех тăма ан манăр, – аса илтернĕ ашшĕ-амăшне Т.Евдокимова.
Пухăва республикипе 168 шкулта пухăннă ашшĕ-амăшĕ хутшăннă.
И.ИВАНОВА.