Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч ыйтусем тавра

29 мая 2013 г.

Тунти кун район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев ирттернĕ канашлура калаçу çанталăк шăрăх тăнă тапхăрта пушар тухасран сыхланас, кун пирки халăхпа, уйрăмах ачасемпе ятарлă калаçусем ирттерессине йĕркелес ыйтусем тавра пычĕ. Çавăн пекех тăван тавралăха упрасси, çырма хĕррисенче, уйрăмах Палтиел ялĕ çумĕнчи шыв управĕ патĕнче асăрхануллă та тирпейлĕ пулмалли çинче чарăнса тăчĕ. Çанталăк ăшăтнăран кунта питĕ нумай çын канма килме пуçланă. Хамăр районтан çеç мар, ют районсенчен, регионсенчен те машинăсем килеççĕ. Ял халăхне çакă питĕ пăшăрхантарать, çав вăхăтрах шиклентерет те. Валерий Петрович яваплă ертÿçĕсене лару-тăрăва контроллесе сыхă тăма ыйтрĕ.

Чи çивĕч ыйту вара – çывхарса килекен «Акатуй» уявне лайăх хатĕрленсе ирттерсе ярасси. Район центрĕнчи урамсенче ÿснĕ курăксене çулса тасатмаллине, уяв сценипе куракансен лармалли вырăнсене, спортпа вăйă площадкисене вăхăтра вырнаçтармаллине те каласа хăварчĕ.

Паянхи куна район пурнăçĕн актуаллă ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç.

Т.ФЕДОТОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика