2013 Çулхи 4 уйăхра район территорийĕнче 3 авари пулнине (пĕлтĕр çак тапхăрта – 3 авари), вĕсенче 1 çын вилнине, 2 çын аманнине (4) регистрациленĕ.
Акă, апрелĕн 15-мĕшĕнче, çĕрле, федераллă автоçулăн 114-мĕш километрĕнче (Шăмăршăпа «Волнушка» кафе хушшинче) Патăрьел çамрăкĕ тытса пыракан 14-мĕш модельлĕ «Жигули» тÿрĕ вырăнтах çул хĕррине çаврăнса ÿкнĕ. Сăлтавĕ – руле йĕркеллĕ тытса пырайманнинче. Çак аварире çамрăк каччă аллине хуçнă, вĕр-çĕнĕ автомашини, темиçе хут çаврăна-çаврăна ÿкнĕскер, çÿреме юрăхсăра тухнă. Руль умĕнчи çăмăлттайлăх ытла та хака ларать çав. Водителĕн больницăра выртсах сипленме тивнĕ. Çак пăтăрмах ытти водительсемшĕн те, уйрăмах çамрăксемшĕн, çирĕп урок вырăнне пултăрччĕ.
Çул-йĕр правилисене пăснă фактсем тăрăх кăçал ГИБДД сотрудникĕсем пурĕ 724 протокол çырнă. Вĕсенчен 39-шĕ – водительсем руль умне ÿсĕрле ларнипе, 129-шĕ – хăвăртлăх йĕркине пăснипе, 108-шĕ – хăрушсăрлăх пиçиххине çыхманнипе, 18-шĕ – штраф суммине вăхăтра тÿлеменнипе, 18-шĕ çуран çÿрекенсене палăртнă вырăнта ирĕккĕн каçма çул паманнипе çыхăннă. Çула çуран тухнă граждансем пирки 24 протокол хатĕрленĕ.
Пĕрлех статьяра республикăри çул-йĕр çинчи лару-тăрупа та кăштах паллаштарас килет. Кăçал 4 уйăхра Чăваш Енре пурĕ 447 авари пулнине шута илнĕ. Вĕсенче 66 çын вилнĕ, 541 çын аманнă. Вилнисенчен 2-шĕ – 7 çул таранчченхи ачасем, 9-шĕ – 16-25 çулти çамрăксем, 23-шĕ – 26-40 çулти, 27-шĕ – 41-60 çулти, 5-шĕ – 60 çултан аслă çынсем.
Çул-йĕр çинче водительсене те, çуран çÿрекенсене те питĕ тимлĕ пулма сĕнетпĕр. Пĕрлех, пĕр-пĕрне хисеплеме те.
Майăн 20-мĕшĕнче пирĕн республикăра «Асăрханăр: ачасем!» ятпа оперативлă профилактика мероприяти пуçланчĕ. Вăл июнĕн 10-мĕшĕччен пырать. Ăна Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствипе Вĕренÿ- пе çамрăксен политикин министерстви пĕрле йĕркелесе ирттереççĕ. Çак операцин тĕллевĕ – ачасем çул-йĕр çинче аварисене лекессинчен сыхланасси.
Часах ачасен çуллахи каникулĕ пуçланать. Анчах та çул-йĕр çинчи тимлĕх пирки манма юрамасть. Ашшĕ-амăшĕн ачасене çулсем çинче яланах асăрхануллă пулмалли, çывăхра транспорт хатĕрĕ килнине курсан çул урлă каçма тăхтаса тăмалли пирки аса илтерсех тăмалла. Çавăн пекех скутерпа, мопедпа, велосипедпа ярăнса çÿрекен ачасене те çул-йĕр правилисене çирĕп пурнăçлама ыйтатпăр.
Г.ИВАНОВА,
полицин районти пайĕн ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ.