(Малалли. Пуçламăшĕ 51-52, 55-56 номерсенче.)
Çапла вара вĕсем Кучек паççулккинчен тăван яла – Анат Чаткаса куçса килнĕ. Захаровсен çемйи хăйсен тăванĕн – Полина Кузьминан çуртĕнче пурăнма пуçланă, мĕншĕн тесен вĕсен пушă тăнă пÿртне ял Совечĕ эвакуаци йĕркипе куçса килнĕ еврейсен пысăк çемйине пурăнма вырнаçтарнă пулнă.
Ашшĕне фронта ярсан Вячеслав виçĕ уйăх шкула çÿремен. Тăван ял шкулĕнче унăн çавна май çине тăрса вĕренме, пĕлÿ шайĕпе юлташĕсене хăваласа çитме тивнĕ. Сивве, выçлăха пăхмасăр Вячеслав часах пур предметпа та «4» тата «5» паллăсемпе вĕренме тытăннă. Паллах, ашшĕ-амăшĕ панă çивĕч ăс-тăнĕ ăна вĕренÿре пулăшсах пынă.
Çулла Захаровсем хăйсен çуртнех пурăнма куçнă, еврейсен çемйи пушă тăнă тепĕр пÿртре пурăнма пуçланă.
Каникул кунĕсенче шкул ачисем çине тăрсах колхоз ĕçĕсенче вăй хунă: вир, çĕр улми, ытти культурăсен лаптăкĕсене çум-курăкран тасатнă, утă-улăм пуçтарса кĕртме пулăшнă. Кунсăр пуçне сиплев курăкĕсем пуçтарса аптекăсене ăсатнă.
Пĕтĕм йывăрлăхсене çĕнтерсе, пурнăçа сыпăнтарса пыма тăрăшнă нумай ачаллă Захаровсен çемйишĕн 1942 çулхи августăн 15-мĕшĕ ĕмĕрлĕ-хех хура сăрăпа сăрланса юлнă: çак кун Кирилл Иванович Захаров хĕрлĕармеец Старая Русса хули таврашĕ-нчи хаяр çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунине пĕлтерекен хурлăхлă çыру килнĕ.
«Çак хыпар пирки вуласанах анне пире, 6 ачине, пĕринчен тепри пĕчĕкскерсене, ыталаса илчĕ те сывлăш çавăрми йĕме пуçларĕ, – çырнă хăйĕн аса-илÿ тетрадĕнче тылпа ĕç ветеранĕ Вячеслав Захаров. – Кунран-кун йĕнипе аннен куççулĕ те типсе ларчĕ. Атте пур чухне пирĕн çемьене нихăш енĕпе те йывăр пулман. Халĕ, атте çук чухне, мĕнле пурăнмалла; Ун чухне эпĕ пурĕ те 13-ре кăна пулнă-çке, йăмăкăм – 7 уйăхра... Анчах та анне – тав Турра, ăна çут çанталăк çирĕп сывлăх панă пулнă – пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерсе çемье лавне малалла тапса туртрĕ. Пире нихăшне те выçăпа вилме памарĕ вăл. Колхозра кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче валеçнĕ çăкăр чĕллине киле илсе килетчĕ, ачасене валеçетчĕ. Колхоз ĕçĕсемшĕн тÿлеменпе пĕрех тесен те йăнăш пулмĕ. Атте вилнĕшĕн патшалăх уйăхсерен 72 тенкĕ тÿленĕ. Анчах мĕн илейĕн вăл укçапа; Анне Турра ĕненекен çынччĕ. Вăл ирхине те, каçхине те ачасен сывлăхĕшĕн Турра йăлăнатчĕ. Пире Турă та пулăшнине эпĕ çирĕп ĕненетĕп. Çитменнине тата пире ялта хăш-пĕрисем кулаксен йăхĕ тесе тарăхтаратчĕç. Манăн атте те, анне те тăлăх ÿснĕ. Тăнăç пурнăçа хăйсен вăйĕ- пе тунă вĕсем. Мĕнле йывăр пулсан та анне ĕнене сыхласа хăварма пултарчĕ. Ĕне сĕтлĕччĕ. Анне пирĕн валли куллен тăпăрчă тăватчĕ. Эпир вара кунĕ- пе тăпăрчăпа сĕт-турăх çиеттĕмĕр. Çăкăр пулман. Анне хăйма пуçтарса çу уçлатчĕ. Унăн пĕр кĕрепенккине (400 грамм) вăл 3 тенкĕпе сутатчĕ. Çемьере пурте çăпатапа çÿреттĕмĕр (ялта пурте çăпата сырнă). Çак çăпатасене ялта сĕт-турăхпа е тăпăрчăпа ылмаштарса илеттĕмĕр. Çăпата тăвас ăсталăха çывăх тăванăмăр, Матвей Иванович Воробьев, мана хăнăхтарсан, пирĕн пурнăçăмăр самаях сыпăнса кайрĕ. Эпĕ ирхине те, каçхине те çăпата ăсталаттăм...»
Вăрçă çулĕсенче пур çĕрте те курăк лайăх ÿснĕ. Çавна май ĕне валли утă хатĕрлессинче йывăрлăхсем пулман. Захаровсен килĕ умĕнченех çаран пуçланнă. Çемье кĕркуннечченех утă çулса типĕтнĕ, ĕне валли çиме ытлă-çитлĕ хатĕрленĕ. Кунсăр пуçне чăх-чĕп те усранă. Захаровсем çуллен пăру пуснă. Анчах та ăна хăйсен çиме тивмен: выльăх-чĕрлĕх усракансен патшалăха çуллен 40 килограмм аш-какай, 200 литр сĕт, 200 штук çăмарта памалла пулнă. Кунсăр пуçне налуксем, страховка тÿлемелле, заем туянмалла...
Хаяр вăрçă çулĕсенче ялсенче выçăллă-тутăллă пурăннă. Çăкăр пулман. Колхоз тыррине пĕтĕмпе тенĕ пекех фронта ăсатнă. Колхозниксем хăйсен пахчисенче ирпе каç кăна ĕçлейнĕ – кунĕпех колхоз хирĕнче тар тăкнă. Яшкана вĕлтĕрен-пултăран ярса çăратнă. Çĕр улми кĕркуннеччен çиме çитмен. Ял-йыш ытларах чухне çĕр улмине терка витĕр кăларса, ун çине кăштах çăнăх хушса пашалу пĕçернĕ. Çак пашалу пуринчен те тутлăрах çимĕç шутланнă. Курăк яшкипе çак пашалусăр ял-йышăн урăх çимĕç пулман. Паллах, ĕне-качака усракансем ялта чи телейлисем шутланнă, вĕсем, çав шутра Захаровсем те, çак выльăха тытма вăй çитереймен çемьесене куллен кружкăпа сĕт леçе-леçе панă. Лешсем куншăн, паллах, чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе тав тунă.
Ачасем пурнăç йывăр тесе нăйкăшман: вĕсем хĕрÿ ĕçре те, каннă вăхăтра та кулнă, савăннă. Вячеслав тата унăн юлташĕсем, тĕпрен илсен, лашасем кÿ- лсе тĕрлĕ ĕç пурнăçланă: уй-хирте сухаланă, сÿреленĕ, акнă, вырма тапхăрĕ-нче йĕтеме тырă кĕлтисем турттарнă, пушаннă уйсенчи улăма урана хывма пулăшнă.
Пучахсем пĕрчĕпе туласса ачасем уйрăмах чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Вĕсем выртмана кайсан (çĕрле лашасене çитерме) кĕсьене тырă пучахĕсем тултарнă та ăна алă çине хурса-сăтăрса шĕкĕлчесе, шăвăç татăкĕ çине хурса кăвайт çинче ăшаласа çинĕ. Выçăллă-тутăллă çÿрекен ачасен ăш-чикне çак тырă самаях лăплантарнă, кăмăлĕсене сисĕмлех çĕкленĕ (çĕрле тырă пучахĕ-сене шĕкĕлченине никам та курман, куншăн судпа та айăплама пултарнă).
Паллах, колхозра лашасем çитмен. Лайăх лашасене пĕтĕмпех фронта илсе кайнă. Ватă тата чирлĕ лашасенчен хăшĕ-пĕри йывăр ĕçсене пула суха кассинчех вилсе выртнă. Вĕсене утă-улăм та çителĕклĕ тивĕçмен. Сĕлĕ пирки калаçу та пулма пултарайман – ăна пĕтĕмпех фронтри лашасем патне ăсатнă. Колхозра ытларах вăкăрсене кÿлнĕ. Вăкăр – усал та кутăн выльăх. Ăна суха кассинче кирлĕ пек тытса пыма пысăк чăтăмлăх кирлĕ пулнă. Вăл ĕçленĕ хушăрах суха кассинче тăсăлса выртма пултарнă. Ăна тăратса çĕнĕрен ĕçлеттерме вăхăт самаях кирлĕ пулнă. Шăрăх çанталăкра тырă кĕлтисене йĕтеме турттарнă вăхăтра вăкăр лавĕ-мĕнĕпех çырмана сĕтĕрсе кайнă тĕслĕ-хсем те нумай пулнă. Хăш чухне ачасем куççульпех йĕнĕ. Анчах та вĕсем хăйсене хăвăрт алла илнĕ, вăкăра тăварса çырмара шыв ĕçтернĕ те çĕнĕрен лава кÿлсе йĕтеме васканă.
Вăрçă çулĕсенче вилнĕ лашасене, ытти выльăх-чĕрлĕхе те çинĕ. Выçă çынсем ниме те тиркесе тăман – кашниех вилĕмрен хăтăлса юлма тăрăшнă. Çав çулсенче ял-ял тăрăх ыйткаласа çÿ- рекенсем нумай пулнă. Кашни çемьере тенĕ пекех вĕсене пĕр çĕр улми те пулин парса янă.
– Хĕл кунĕсенче эпир вăкăрсем кÿ- лсе Тутарстанри БУА хатĕрлев пунктне тырă турттараттăмăр, – аса илет В.Захаров. – Шкула кашни кунах çÿреймен пулсан та вĕренĕве пăрахман. Анне те пире шкула çÿретме тăрăшатчĕ.
Вăрçă вăхăтĕнче хĕлсем питĕ сивĕ, çил-тăманлă пулнă, юр нумай çунă. Классене кирлĕ пек хутса ăшăтайман.
6 класран пуçласа шкулта çар ĕçне те вĕрентнĕ. Ачасем Уставсем вĕреннĕ, стройпа утма хăнăхнă, ГТО нормативĕ-сен тĕрĕслевĕсем витĕр тухнă. Пĕчĕк калибрлă винтовкăсенчен пенĕ. Çар ĕçне фронтран аманса таврăннă офицерсем е кĕçĕн командирсем вĕрентнĕ. (Малалли пулать.)
Е.СЕТРИВАНОВ.