Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтереççĕ

01 июня 2013 г.

Çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтереççĕ

 

Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун умĕн, районти нумай ачаллă çемьесем çĕр участокĕ-сен сертификачĕсене илнĕ.

 

Пирĕн районта Чăваш Республикин нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕрех çĕр лаптăкĕсем уйăрса парасси çинчен калакан саккунĕ çирĕп пурнăçланса пырать. Майăн 31-мĕшĕнче, акă, Шăмăршă ял тăрăхĕн территорийĕнче пурăнакан çакнашкал 8 çемьене çĕр участокĕн сертификатне панă.

Паянхи кун тĕлне районта нумай ачаллă çемьесем валли 78 çĕр участокĕ уйăрса хунă. Учета çакнашкал 69 çемьене тăратнă. Хальхи вăхăтра 62 çемьене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ. Çак çĕр участокĕсене нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр çавăрма е дача тума, хушма хуçалăх йĕркелеме параççĕ. Ку, паллах, вĕсемшĕн сисĕмлĕ пулăшу пулса тăрать.

И.КУЗЬМИНА,

район администрацийĕн экономика пайĕн

тĕп специалисчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика