Хаçатсене мĕнле майпа вулакансемшĕн интереслĕрех, çĕнĕ хыпар заглавийĕсене хăйне евĕр курăмлăрах тăвас тата ытти ыйтусене сÿтсе яврĕç майăн 29-мĕшĕнче районти тата республикăри информаци хатĕрĕсен тĕп редакторĕсен семинарĕнче. Канашлăва Чăваш Республикин Информаци политикин министерстви тата Чăваш Енри журналистсен союзĕ йĕркелесе ирттернĕ. Çак мероприятие Мускаври, Иваново облаçĕнчи экспертсене, Чăваш Ен прокурорĕн аслă пулăшуçине тата филологи наукисен кандидатне чĕннĕ.
«Семинар программине паянхи пысăк пĕлтерĕшлĕ, ĕçре куллен кирлĕ ыйтусене кĕртрĕмĕр. Вĕсем тĕп редакторсене те, журналистсене те ĕçре сисĕмлĕ усă кÿрессе шанас килет», – палăртрĕ Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева.
Хаçат номерне интереслĕ калăпласси çинчен «МК в Иванове» хаçатăн тĕп редакторĕ М.Ракова каласа пачĕ. Вăл район изданийĕсен темиçе номерне пăхса тухса тишкерчĕ.
«Информациллĕ материалсене хатĕрлес методика» темăпа ИА «REGNUM»ăн тĕп редакторĕ В.Акопян паллаштарчĕ. Вăл район хаçачĕсемпе çыхăннă Чăван Енри лару-тăру лайăх пулнине, вĕсен тиражĕсем ÿссех пынине палăртрĕ.
Семинарта çавăн пекех интернет-журналистика аталанăвĕн ыйтăвĕсене те хускатрĕç.
Чăваш Республикин прокурорĕн аслă пулăшуçи И.Папшева журналистсене информаци хатĕрĕсенче тĕрлĕ наци халăхĕ хушшинчи хутшăнусене тĕрĕс çутатсса парасси çинчен каласа пачĕ.
Чăвашла илемлĕ те тĕрĕс çырма филологи наукисен кандидачĕ Ю.Виноградов вĕрентрĕ.
Тĕл пулу пуриншĕн те усăллă иртрĕ.
Хамăр корр.