Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕкленет çĕнĕ çурт кунсерен…

01 июня 2013 г.

Çĕкленет çĕнĕ çурт кунсерен…

 

Шăмăршăри Ленин урамĕнче «Строитель Плюс» ООО ĕçченĕсем икĕ хутлă çĕнĕ çурт тăваççĕ. 44-мĕш аптекăна хирĕç вырнаçнă виçĕ хутлă çуртсемпе юнашар объектри ĕçсем ăнăçлă та кал-кал пыраççĕ.

Çĕнĕ çурт кунсерен ÿссех пырать. Строительсем объектăн пĕрремĕш хутне купаласа пĕтерсе, ун çине тимĕрпе бетон плитасем сарса тухса иккĕмĕш хутри стенасене купалаççĕ.

Строительсен бригади – ăна Константин Иванов ертсе пырать – лайăх пахалăхпа ĕçлет. Валерий Иванов, Николай Давыдов, Юрий Столяров, пĕр тăван Александрпа Владимир Александровсем тата Аркадий Кошкин каменщиксем хăвăрт та професси ăсталăхĕпе вăй хураççĕ. Вĕсене ĕçре Анатолий Михайлов, Николай Быков, Константин Миронов, Владимир Козлов, Владимир Петров тата Эдуард Иванов пулăшса пыраççĕ.

Строительство ĕçĕнче автокран сисĕмлĕ пулăшу парать. Радий Локтин автокрановщик строительство материалĕсене иккĕмĕш хута тирпейлĕн те чăрмавсăр хăпартса тăрать.

Объектри ĕç-хĕле Николай Шумилов мастер йĕркелесе пырать. Район çыннисем валли хăтлă хваттерсем пулччăр, проектпа смета документацийĕнче палăртнă ĕçсем туллин пурнăçланччăр тесе çине тăрса ĕçлет вăл. Николай Филиппович пĕрлех практикăри Минидин Азизова та – Шăмăршă йĕкĕчĕ Шупашкарти строительство техникумĕнче 3 курс пĕтернĕ – паха сĕнÿсем парать, проектпа смета документацийĕпе ĕçлеме хăнăхтарать.

Строительсем лайăх çанталăкăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Иккĕмĕш хутри стенасене купаласа, тимĕрпе бетон плитасене сарса тухсанах объект çивиттине витме пуçлĕç.

И.АНАНЬЕВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика