Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Качакасем «атакăлаççĕ»

01 июня 2013 г.

Качакасем «атакăлаççĕ»

 

Райцентрти урамсенчи çамрăк йывăçсем, газонсем халĕ илемлĕн ешереççĕ. Вĕсем çине пăхса илсенех кăмăл çĕкленет.

Шел, пĕлтĕрхи пекех, качакасем курăк ешерме пуçласанах кăçал та ушкăнĕ-ушкăнĕпе «атакăна» тухрĕç. Вĕсем уйрăмах пĕлтĕр кĕркунне тата кăçал çуркунне лартса хăварнă хунавсене сăтăр кÿме тытăнчĕç. Ирĕкре çÿрекен, кунĕпех никам пăхса тăман мăйракаллă е мăйракасăр чĕр чунсем икĕ ура çине тăрса-кармашса граждансен пахчисенчи тĕрлĕ йывăçсене те нумай сиенлеççĕ. Вĕсем, яланхи пекех, «Шанс» ООО тырă пуссине таптас, унăн пулас тухăçне чакарас хăрушлăх та пĕчĕкех мар. Шутласан, питĕ тĕлĕнмелле: çак качакасенчен кашнийĕнех хуçисем те пур вĕт-ха. Хуçисем вĕсене ирсерен хапха алăкне уçса кăларса яраççĕ, каçхине кĕтсе илеççĕ. Кунĕпе мекекексем ăçта çитни, камăн пахчине сăтăр кÿме пултарни пирки шутламаççĕ те пулĕ вĕсен хуçисем.

Хăйсен качакисене кăкарса усраман, вĕсене пăхса тăман кил хуçисене вара ирĕксĕрех саккун йĕркисем пирки аса илтерме тивет. Районти административлă комиссин иртнĕ ларăвĕнче, Чăваш Республикин «Чăваш Республикинче административлă право йĕркисене пăсни çинчен» саккунĕн 15-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, хăйсен выльăх-чĕрлĕхне кирлĕ пек пăхса тăман кил хуçисене 2000 тенкĕ таран штраф тÿлеттермелле тунă. Çакă хăйсен кил картинчи качакисене, пăрăвĕсене ку- нĕпех ирĕкре çÿретекен ытти граждансемшĕн те çирĕп урок вырăнне пултăрччĕ.

В.ДАВЫДОВ,

районти эколог.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика