(Малалли. Пуçламăшĕ 51-52, 55-56, 60-61 номерсенче.)
7 класран пуçласа ачасене объектсене сыхлама та хăнăхтарнă. Постра тăракан ачасем шкула палламан çынсене кĕртмен. Ачасене вăрçă валли хатĕрленĕ.
«1943 çулхи январьте Анат Чаткас шкулĕнче комсомолăн пуçламăш ячейкине туса хучĕç. Çак организацие мана, Н.Воробьева тата О.Тяпушована суйларĕç, – çырнă аса илÿ тетрадĕ-нче В.Захаров. – Мана комсомол ячейкин секретарĕ пулма çирĕплетрĕç. Эпĕ шкулта пур предметпа та «5» паллăсемпе вĕренсе пынине, обществăлла тата колхоз ĕçĕсене хастар хутшăннине, атте фронтра вилнине шута илсе мана Сталин стипендине – уйăхсерен 150 тенкĕ парса тăма пуçларĕç. Ку, паллах, çемьешĕн пысăк пулăшу пулса тăчĕ. Çакă вĕренÿ- ре, колхозри тата шкулти обществăлла ĕçсенче тата тăрăшуллăрах пулма хистетчĕ».
1944 çулта ялти 7 çул вĕренмелли шкултан Мухтав хучĕпе вĕренсе тухсан çак çулах, кĕркунне Вячеслав Палтиелĕ-нчи вăтам шкулта 8 класра вĕренме пуçланă. Шкула куллен çуранах çÿренĕ. Пĕр класра вĕренекен Петр Синелевпа, Николай Воробьевпа чăн-чăн юлташсем пулса тăнă.
– Çурма выçă çÿресен те, тăхăнмалли лайăх тумтир пулмасан та, кĕнекесем, тетрадьсем çитмесен те эпир малалла пĕлÿ илме тăрăшнă, – аса илет çав çулсене Вячеслав Кириллович. – Шкултан килте тума панă заданисене пурнăçламасăр анне пире нимле ĕç те хушмастчĕ.
Шкулсенчи 8 класра вĕренекенсене тирта чăн-чăн винтовкăран та пеме хăнăхтарнă. Яшсене призыв черетне тăратнă.
Телее, вĕсене вăрçа кайма тивмен. 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче вăрçă пĕтни, фашистла Германин хĕç-пăшаллă вăйĕсене пирĕн çарсем тĕппипех çапса аркатни пирки пĕлтернĕ.
Паллă мар сăлтавсене пула çак çул Палтиелĕнчи вăтам шкула хупнă. В.Захаров, П.Синелев тата Н.Воробьев 8 класс пĕтерсен тăван ялти Сталин ячĕллĕ колхозра ĕçлеме пикеннĕ. Вăй питти яшсем колхозри чи йывăр ĕçсене пурнăçланă.
Анчах та мал ĕмĕтлĕ яшсем малалла вĕренме шутланă. Колхозра пĕр çулталăк ĕçлесен Н.Воробьевпа В.Захаров кÿршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕн- чи Хурăнвар Шăхалĕнчи вăтам шкулта 9 класра вĕренме пуçланă (П.Синелев тата унăн йăмăкĕ Мария Патăрьелĕнчи педучилищĕре пĕлÿ пухнă). 10 çухрăмри шкула çуранах çÿренĕ (хĕлле хваттерте пурăннă). Çав çулсенче вăтам шкулта вĕреннĕшĕн (9, 10 классенче) çуллен 150-шар тенкĕ тÿлемелле пулнă. Анчах та В.Захаровăн ашшĕ фронтра пуç хунине шута илсе ăна вĕренÿшĕн тÿлеттермен.
– Анне мана пĕр эрне пурăнмалăх пысăк кукăль пĕçерсе парса яратчĕ, – каласа парать тылпа ĕç ветеранĕ. – Ăна эпĕ 6 пая пайласа хураттăм та кашни кун çиеттĕм. Анне хваттер хуçисем валли михĕсемпе çĕр улми леçсе панă май, вĕсем мана кунне виçĕ хутчен яшка çиме лартатчĕç. Куншăн тав туса эпĕ вĕсене куллен тĕрлĕ ĕçре пулăшаттăм. Тумтир енĕпе питĕ япăхчĕ. Шкула эпĕ анне тĕртнĕ пиртен çĕленĕ кĕпе-шăлаварпа, аттен пальтăвĕпе çÿреттĕм. Урара çăпатаччĕ. Ун чухне эпĕ 17-ре пулнă ĕнтĕ. Хам çакăн пек чухăн пулнипе эпĕ шутсăр вăтанаттăм. Анчах та класра ман евĕр çÿрекенсем çурри ытлаччĕ. Мĕн тăвăн, вăрçă хыççăн та пурнăç çăмăлах пулман.
В.Захаровпа Н.Воробьев шкулта лайăх ĕлкĕрсе пынă, обществăлла ĕçсенче те хастар пулнă. Вячеслав тăтăшах шкулти тата Çĕпрелти çăмăл атлетика ăмăртăвĕсене хутшăннă, вĕсенче яланах призлă вырăнсем çĕнсе илнĕ. Кунсăр пуçне вăл шкулта вĕренекенсен комитечĕн председателĕ те пулнă.
1947 çулхи августăн 28-мĕшĕнче 9 класс пĕтернĕ В.Захарова Шăмăршă райĕçтăвкомне чĕнтернĕ, унта ытти колхозниксемпе пĕрле ăна «1941-1945 çулсенчи Аслă Аттелĕх вăрçи вăхăтĕн- че хастар ĕçленĕшĕн» медаль парса чысланă. Ку уншăн ĕмĕр асра юлмалли самант пулса юлнă.
1948 çулхи июньте В.Захаровпа Н.Воробьева вăтам пĕлÿ илнине çирĕп-летекен аттестат панă. Ку вăл ачалăхри ĕмĕт пулнă.
Лайăх паллăсемлĕ аттестат илнĕ пулсан та Вячеславăн малалла вĕренме май пулман. Вăл тăван колхоз производствине кÿлĕннĕ.
Колхозра ĕçшĕн питех тÿлемен. Кăштах укçа-тенкĕ ĕçлесе илес, лайăхрах тумланас тесе, 1948 çулхи кĕркунне В.Захаровпа Н.Воробьев вăхăтлăх паспортсем тутарса Владимир облаçĕнчи Гусь Хрустальный хулинчи торф предприятине тухса кайнă. Унта Вячеславпа Николая хăма çуракан цеха ĕçлеме янă.
Ĕçленĕ хушăра В.Захаров хулари çар комиссариатне кайса килнĕ, хăйне çар училищине вĕренме яма ыйтнă. «Разнарядка пулсанах направлени паратпăр», – шантарнă ăна унта.
1949 çулхи июльте ăна, производствăри чи лайăх рабочисенчен пĕрне, кĕтмен çĕртен çар комиссариатне чĕнтернĕ. «Çар училищине экзаменсем тытма яраççĕ пулĕ», – шутланă Анат Чаткас йĕкĕчĕ. Анчах та кун вырăнне ăна медицина комиссийĕ витĕр тухса салтак стройне тăма хатĕрленме хушнă. Сывлăхĕ çирĕп тата вăтам пĕлÿллĕ пулнине шута илсе ăна тинĕс çар флотне кайма повестка панă.
18 талăкран çар эшелонĕ призывниксене Владивосток хулине илсе çитернĕ. Моряксен формине тăхăнтартсан вĕсене тĕрлĕ çар чаçĕсем, карапсем тăрăх салатнă. В.Захарова Владивостокри 38-мĕш çар причалне янă. Унти подразделенисем Лăпкă океан флотĕ- нчи çар карапĕсемпе шыв айĕн çÿрекен кимĕсене минăсемпе тата торпедăсемпе тивĕçтерсе тăнă. Çар заводĕнчен килекен çак хĕç-пăшалăн партийĕсене уçă тинĕсри полигона тухса тĕрĕсленĕ. Мина-торпеда тĕрĕслекенсен командинче В.Захарова торпедист пулма çирĕплетнĕ.
1950-1951 çулсенче В.Захаров кĕçĕн командирсен шкулĕнче вĕреннĕ. Экзаменсем тытнă хыççăн курсантсене иккĕмĕш статьяри старшина званийĕ панă. Çав çулсенче тинĕс çар флотĕнче 4 çул службăра тăмалла пулнă.
В.Захаров службăра лайăх специалист пулнине кăтартса панă. Çавна май ăна службăра II класлă специалист знакне парса чысланă, уйăхсерен 75 тенкĕ тÿлеме тытăннă. Часах Вячеслава служба срокĕ хыççăн юлакансен (сверхсрочник) штатне куçарнă, уйăхсерен 425 тенкĕ тÿлесе тăнă. Çак укçапа ун чухне чаплă костюм е пальто туянма пултарнă. Анчах та Вячеслав хулана увольнение тухсан та укçа питех тăкакламан. Ялта амăшĕ йышлă ачапа укçасăр нушаланса пурăннине шута илсе вăл хăйĕн шалăвне пĕтĕмпех çемье валли ярса тăнă.
Службăра та спортпа туслă пурăннă. Лăпкă океан тинĕс çар флочĕн «Боевая вахта» çар хаçачĕн парнисемшĕн ирттерекен çăмăл атлетика ăмăртăвĕ-сенче В.Захаров çуллен призлă вырăнсем йышăннă. 1952 çулта çарпа политика хатĕрленĕвĕн отличникне коммунистсен партийĕн ретне илнĕ.
Çав çулсенче Кăнтăр тата Çурçĕр Корейăсем хушшинче вăрçă пынă. СССР Çурçĕр Корейăра тата Китайра халăх влаçĕ туса хума тĕрлĕ енлĕ, çав шутра хĕç-пăшал, çар консультанчĕсем енĕпе те, пулăшу парса тăнă. Çавна май СССРăн Инçет Хĕвел тухăçĕнчи çарĕсем яланах 1-мĕш номерлĕ çар хатĕрленĕвĕн условийĕсенче пулнă. Халĕ ку вăрттăнлăх мар ĕнтĕ: Владивостокран тăтăшах хĕç-пăшал, боеприпасем, çар техники тиенĕ карапсем Çурçĕр Корейăна тухса кайнă. В.Захаров службăра тăнă чаç вара çак карапсем патне торпедăсемпе минăсем леçсе тăнă.
Е.СЕТРИВАНОВ.
(Малалли пулать.)