Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Эпĕ чăваш пулнипе мухтанатăп»!

01 июня 2013 г.

«Эпĕ чăваш пулнипе мухтанатăп»!

 

Пултаруллă та маттур çамрăксем пирĕн районта сахал мар. Вĕсенчен пĕри Васан хĕрĕ – Алиса Антонова.

Алиса Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультечĕн журналистика уйрăмĕнче 4-мĕш курсра вĕренет. Мĕн ачаранах чăваш юрри-кĕввине, ташши-такмакне, сăмахне юратма, хисеплеме вĕренсе ÿснĕ. Васанти музей çумĕнчи «Мерчен» фольклор ушкăнне 3-мĕш класран пуçласа 11 класс пĕтеричченех çÿренĕ вăл. Г.Ларшников ертсе пыракан республикипех паллă ачасен ушкăнĕпе пĕрле Алиса темиçе хутчен те «Пĕчĕк çеç путене», «Черчен чечексем», «Ĕмĕрсен эрешĕсем», «Чăваш ахах-мерченĕ», «Атăлçи çăл куçĕ-сем» республикăри фестивальсенче, «Дежкин карагод» (Курск хули), «Хохломская карусель» (Чулхула облаçĕ), «Святыня рода» (Ижевск хули), «Раççей çăл куçĕсем» (Шупашкар) Пĕтĕм Раççейри фестивальсене хутшăнса лауреат ячĕсене çĕнсе илнĕ.

Антоновсен çемье ансамблĕн йышĕнче çамрăк хĕр амăшĕпе, Саша тетĕшĕпе тата Алина аппăшĕпе пĕрле темиçе хутчен те ялти, районти тата республикăри сценăсем çинче хăйĕн пултарулăхне кăтарнă. Тĕрлĕ конкурссенче те пĕрре мар çĕнтернĕ вĕсен çемйи.

Малашнехи пурнăçне та чăвашлăхпах çыхăнтарас тĕллевпе Алиса Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕнĕ. Пĕрремĕш курсра вĕреннĕ чухне вăл студентсем хушшинче ирттернĕ «Студентсен хулинчи пике-2010» конкурса хутшăнса «Мисс интеллект» номинацире çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. Университетра студентсен хулинче пулса иртекен пур культурăллă мероприятисене те хутшăнать хĕр.

Алиса чăвашла юрланисĕр пуçне хальхи çамрăксен ташшисене ташлама юратать. Иккĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне «Рондо» ташă студине вĕренме çÿреме пуçланă. Таçта та çитсе курнă вĕсен ташă ушкăнĕ! Республикăри, регионсем хушшинчи, Пĕтĕм Раççейри, халăхсем хушшинчи ташă конкурсĕсемпе фестивалĕ-сенче яланах çĕнтерÿçĕсен хушшинче вĕсем.

Вĕренÿре те лайăх ĕлкĕрсе пырать Алиса. Виççĕмĕш курсра Чăваш патшалăх университет ректорĕн ятарлă стипендине илсе тăма тивĕçнĕ. Кăçал вара, вĕренÿре тата илемлĕ пултарулăхра пысăк ÿсĕмсем тунăшăн, хастар студентка Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илсе тăрать.

– Эпĕ чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕнишĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп, – тет Алиса. – Вĕренсе пĕтерсе алла диплом илсен юратнă профессипех ĕçлеме ĕмĕтленетĕп. Тен, хамăн пĕлĕве малалла анлăлатма та тивĕ... Тĕллевсем, ĕмĕтсем пысăк-ха манăн, тăрăшсан пурне те пурнăçа кĕртме май пур, Турă сывлăх патăр çеç. Атте-аннене, çывăх тăвансене, мана вĕрентсе пурнăç çулĕ çине тухма пулăшакан юратнă вĕрентекенĕмсене, тус-юлташсене – пурне те тав сăмахĕ каласа ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, телей сунас килет! – тет хавхаланса Васан хĕрĕ Алиса Антонова.

А. ЛАРШНИКОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика