СУРĂХ. Ку эрнере уйрăмах асăрхануллă пулăр: сире йĕрлес тата хĕсĕрлесе укçа ыйтас хăрушлăх пур. Пĕлĕшĕрсенчен пĕри сирĕн пата тăтăшах çÿрĕ, хăйĕн йывăрлăхĕсем çинчен каласа йăлăхтарĕ. Унашкал çынпа сахалрах хутшăнăр. Тунти кун ĕçлĕ калаçусем ирттерме тата çула тухма пултаратăр. Канмалли кунсенче шухăшăрсене пурнăçлама тăрăшăр.
ВĂКĂР. «Çиччĕ виç те пĕрре кас», – ваттисен сăмахне асра тытăр. Лару-тăрăва тĕплĕн тишкерĕр. Чун-чĕрепе мар, пуçпа шухăшласа тĕрĕс утăм тăвăр. Унсăрăн ĕçре кăлтăксем тупăнĕç, кăмăлăр пăсăлĕ. Ытлари кун мĕн те пулин ыйтсан хуравлама тÿрех ан васкăр – хутшăнусем татăлма пултарĕç. Çут çанталăк лапамĕнче канма тăрăшăр.
ЙĔКĔРЕШ. Таврара мĕн пулса иртни пĕтĕмпех ăнăçу кÿрĕ. Ăнсăртран вуланă е илтнĕ сăмаха та сăнăр. Ытлари кун çула тухма палăртнăччĕ-и; Ан васкăр, тепĕр кун та ĕлкĕретĕр. Кăлтăксем хăйсемех сирĕлĕç, çавăнпа ытлашши пăшăрханма, йĕпрен пĕрене тума кирлĕ мар. Эрне вĕçĕнче сирĕн чĕрере, ахăртнех, юрату хĕлхемĕ çиçĕ.
РАК. Зодиакăн çак паллин тапхăрĕнче çуралнисен чылай ĕмĕчĕ пурнăçланĕ. Апла пулин те ăнăçу сирĕн аллăра тар тăкмасăр кĕреймĕ. Тĕллевĕрсем патне çитес килет тĕк ĕçлĕ хутшăнусенче тĕплĕ калаçăр, хăвăр ăсталăха кăтартăр, пуçлăхăр умне курăнма тăрăшăр. Ку эрнере Раксен кĕсйи хулăнланĕ. Вырсарни кун çынсемпе паллашатăр, ахăртнех, вĕсен хушшинче чун килĕштернине тупатăр.
АРĂСЛАН. Хирĕçÿллĕ лару-тăруран тухма тивĕ. Савăнăçлă самантсем те пулĕç: сире тахçанхи ырă ĕçĕрсемшĕн тав тăвĕç. Вăй-халăра парса ĕçлени харама каймĕ – тупăш илетĕрех. Ытлари кун каçхине тĕл пулăва кайсан тимлĕ сăнăр: тен, Турă çырнине шăпах унта куратăр. Çăлтăрсем кĕçнерни кун ĕçлĕ калаçусем ирттерме лайăх вăхăт пулнине аса илтереççĕ. Эппин, меллĕ самантпа усă курăр.
ХĔР. Тунти кун ĕçре тимлĕхе ан çухатăр. Йăнăш туни тăкаксем кÿрĕ. Çавăнпа чылай çул вăй хуракан ĕçтешĕрсенчен сĕнÿ ыйтма ан вăтанăр. Ĕç вырăнне улăштарма палăртнăччĕ-и; Çак утăма тума ан васкăр, унсăрăн мĕн пуррине çухататăр. Кĕçнерни кун пĕр-пĕр пулăм çинчен аса илеймесĕр хашкалас хăрушлăх пур.
ТАРАСА. Ăслăлăх тĕнчи илĕртет тĕк Тарасасем тĕпчев ĕçне ытлари кун пуçăнма пултараççĕ. Палăртнă ĕçсем ăнăçлă иртĕç. Эрне вĕçĕнче кирек мĕнле сăлтавпа çула тухсан та çăлтăрсем сире ăнăçассине пĕлтереççĕ. Сывлăх çинчен ан манăр. Ăнсăртран сăмсаран юн кайма пултарĕ.
СКОРПИОН. Шел те, юратнă çынран уйрăлас хăрушлăх пур. Пĕтĕмпех хăвăра алла илме пĕлнинчен килет. Никама та нимĕн те ан шантарăр – сăмахăра тытаймăр. Эрне вĕçĕ кану вăхăчĕ пулин те вырсарни кун тĕрлĕ мероприятие кайса тавра курăма анлăлатма пултаратăр.
УХĂÇĂ. Тахçанах пулса иртнĕ самантсем хăйсем çинчен аса илтерĕç. Тен, ĕлĕкхи тусăрсемпе тĕл пулатăр. Пикесемпе хĕрарăмсен нимĕн шикленмесĕрех диетăна пăхăнма тата илем салонне кайма пултарĕç – уссине куратăрах. Эрнен 7-мĕш кунĕнче çĕнĕ çынсемпе паллашни пурнăçăра улăштарма май парĕ.
ТУ КАЧАКИ. Енчĕке хулăнлатас ĕмĕт çак эрнере чăна çаврăнĕ. Палăртнă ытти ĕçе те хаваспах пурнăçлатăр. Кĕçнерни кун килĕшÿсене шикленмесĕр алă пусма пултаратăр. Тимлĕхе кăна ан çухатăр – сирĕн канлĕхе, ăнăçăва ăмсанса тĕллевĕрсем патне çитме кансĕрлес шухăшлисем пур.
ШЫВ ТĂКАН. Пĕлĕшĕрсен хушшинче юлташсемпе тăшмансене уйăрма пĕлмелле. Ку эрнере шыв тăкансен вăй-хал тапса тăрать. Пултарулăхăра профессире кăтартăр – сире асăрхаççех. Ĕç çине-çине тиенсен те каçсерен çемйĕрпе канма вăхăт тупатăр. Вырсарни кун ăс-хакăлăра пуянлатмалли лайăх вăхăт.
ПУЛĂСЕМ. Çемьере лăпкăлăх хуçаланнипе малтан мухтанайнă тăк халĕ пĕтĕмпех кутăнла. Çывăх çыннăрсем эсир тума пултарайманнине ыйтĕç. Пусăрăнчăк кăмăла лавккасене çÿресе сирĕр. Канăва йĕркелеме пĕлĕр, мĕншĕн тесен кулленхи ыйтусемшĕн пăшăрханни сывлăхăра хавшатĕ.