Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ саккун

05 июня 2013 г.

Çĕнĕ саккун

Июнĕн 1-мĕшĕнчен Раççей Федерацийĕн «Çын çÿрекен вырăнта табак туртма юраманни тата табак тĕтĕмĕ çын сывлăхне сиен кÿни çинчен» çĕнĕ саккун вăй илнĕ.

Табак туртма чарассине тапхăрпа пурнăçласа пыма палăртнă. Паянхи куна шкулсенче, аслă пĕлÿ паракан заведенисенче, пульницасемпе санаторисенче, патшалăх учрежденийĕсенче, администрацисенче, лифтсемпе подъездсенче, самолетсенче, вокзалсене кĕнĕ вырăнта, спортпа культура учрежденийĕсенче, ачасем вылякан вырăнсенче, пляжсенче туртма юрамасть пулсан, 2014 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен вара пуйăссенче, пăрахутсенче, кафесемпе ресторансенче те табака мăкăрлантарттармĕç.

Унсăр пуçне туртмалли продукцисене рекламăлама юрамасть.

Саккуна пăхăнман граждансене штафлаççĕ. Туртма юраман вырăнсенче туртнишĕн штраф укçи 1000 тен- кĕрен, рекламăшăн – 100 пинрен, çул çитмен ачасене туртмалли сутнăшăн 80 пинрен пуçласа тÿлеттереççĕ.

Апла пулсан алла табак тытиччен лайăх шутласа пăхмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика