Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ешерсен уй-хир – савăнать-çке чун

05 июня 2013 г.

Ешерсен уй-хир – савăнать-çке чун

Кашни çулах Акатуй умĕн уй-хирсене пăхса тухасси районта йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Никифоров, район администрацийĕн ял хуçалăхпа экологи пайĕн пуçлăхĕ Владимир Алексеев ертсе пыракан комисси ял хуçалăхпа производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен çĕрĕсем çинче ака ĕçĕсене мĕнлерех пурнăçланине хакланă.

Çавăн пекех «çул çÿреве» ял хуçалăхĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннă. Çур акине районта лайăх пурнăçланине палăртнă. 8904 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем йĕркеллĕ шăтнă. Хуçалăхсенче тулă – 4850, урпа – 3265, хура тул – 120, пăрçа йышшисем 50 гектар йышăнаççĕ.

Комисси акционерсен хупă «Мир», сахал яваплă «Колос» Агрофирма» тата «Исток» обществăсен уй-хирне лайăххисен шутне кĕртнĕ. «Восход», «Искра» ял хуçалăхĕсемпе производство кооперативĕсемпе акционерсен хупă «Карлинская» Агрофирма» обществăна та ырăпа асăннă. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчен «Сатеев А.И.», «Хлюкин А.К.» тата «Павлов В.Н.» хуçалăхĕсем малта. Паллах, «Иванова Т.Г.», «Симурзин В.Н.», «Макаров Г.Н.», «Данилов С.З.», «Юнкеров А.А.» хуçалăхсен тăрăшулăхне те палăртнă. Çитменлĕхсем çинчен те куç хупса иртмен, асăрхаттарусем тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика