Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçне кура – хисепĕ

05 июня 2013 г.

Ĕçне кура – хисепĕ

Шăмăршă тăрăхĕнче ĕçчен те пултаруллă çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Виталий Любимов.

Виталий Александровича районта кăна мар, ун тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Вăл тытса тăракан лавккасене кĕрсе е тавар туянса курман çын çук та пулĕ. Хуçалăхра кирлĕ пĕчĕк япаларан пуçласа санузел таварĕ таранах пур вĕсен. Çавăнпах ĕнтĕ лавккасенчен çын татăлмасть, сутуçăсен сывлăш çавăрма та вăхăт çук пулĕ. Сăмах май, сутуçăсем те кăмăллă та тарават, тавар туянакансемпе ăшшăн калаçаççĕ, тĕплĕн ăнлантарса, кăтартса параççĕ.

В.Любимов ĕçĕ-хĕлĕ пирки малтанах лайăх пĕлнĕ-ха. Унăн ырă ĕçĕ мана ачасем пÿрте шыв кĕртсе панă чухне татах сисĕмлĕрех пулчĕ. Мĕн кирлине кайса саккас пачĕç те кĕске вăхăтрах тавара каланă адреспа леçсе пачĕç. Ĕçе Виталий Александрович пĕлсе йĕркелени савăнтарать. Тавах ăна çынсемшĕн тăрăшнăшăн.

Виталий Любимова эпĕ 1975 çултанпа пĕлетĕп. Вăл юлташĕсемпе пĕрле Шăмăршăри вăтам шкула Энтĕрьелĕнчи пуçламăш шкултан килчĕ. Эпĕ вĕсен класс ертÿçи пулса 6 çул тăрăшрăм. Çак хушăра Витали хăйне начар енчен кăтартнине пĕрре те ас тумастăп. Вăл яланах тăрăшса вĕренетчĕ, спортпа туслăччĕ. Шкул хыççăн университетра аслă пĕлÿ илчĕ. Паян кунччен те В.Любимов çинчен усал калаçнине илтмен. Предпринимательлĕхре тăрăшать пулсан та хăйне пысăка хумасть. Вăхăчĕ хĕсĕкрех пулсан та çынсемпе калаçма мехел çитерет.

Курнах ĕнтĕ Виталий Александровичăн лавккисемпе склачĕсене. Вĕсем хăтлă та тирпейлĕ. Кашни япала хăйĕн вырăнĕнче, пурте куç умĕнче. Строитель профессине алла илнĕ предприниматель лавккасемпе складсене хăех проектланă. Кĕçех суту-илÿ çуртне хута ямалла. Татах çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçăлĕç. Унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 1200 тăваткал метрпа танлашĕ.

Ф.КУЗНЕЦОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика